Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрăпа тав тăватăп

Юрăпа тав тăватăп

Аван-и, Елчĕксем? Муркашран çыратăп-ха сирĕн пата. Кăçалхи январь уйăхĕнче манăн Шупашкарти кардиологи центрĕнче сипленме тиврĕ. Машинисем чупаççĕ-ха — çулĕсем тап-такăртан. Урасем вара утасшăнах мар, ывăнчĕç пулĕ мана ĕмĕр тăршшĕпе çапла илсе çỹресе.

Урамран пĕри çавăтса кĕчĕ. Палламан çынран çапла пулăшу ыйтма хăйрăм. Шала кĕрсен тумтире гардероба патăм та регистратурăра договор хутне тыттарчĕç. Ăна мĕнле çырмаллине ăнлантарчĕç-ха, кăтартса та панă. Вăт, куç вăйĕ çитменнине мĕн тăвăн — куçлăхсăр май çук. Çулсем те 70-тен каçнă та. Мана вара хăй те çак ĕçех пурнăçлакан пĕр арçын пулăшрĕ. «Вăхăт çук е васкатăп», — темерĕ вăл. Эпĕ хутшăнма юратаканскер те, вăл ăçтан килнине ыйтса пĕлтĕм. Елчĕк тăрăхĕнчен, Немцев Александр пулчĕ вăл. 40-45 çулсенче пур-тăр. Сăнран чипер. Ăна тав турăм, пушă вăхăтсенче вырăс юррисене чăвашла куçарнине, пĕрне ун ячĕпе округ хаçатĕнче пичетлеме шухăш тытнине пĕлтертĕм (юрăсемпе социаллă тетелсенче паллашма пулать.-ред). Хăй килĕнче час-часах пулманнине каларĕ, ахăртнех нумай арçын пек аякри хуласене ĕçлеме çỹрет пулĕ.

Мана, тен, вулакансем пулăшĕç ырă кăмăллăскере тупма? Редакцине пĕлтерсемĕр.

Таисия ПОЛИКАРПОВА,
Муркаш округĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code