Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Чиперкке

Калав

Малалли. Пуçламăшĕ 48-мĕш номерте.

Кинона, концертсене те билет туянса хăй илсе каятчĕ пуçарса. «Мĕн тупрăн эсĕ çав çуламан пăру çумĕнче? — тĕлĕнетчĕç пĕрле пурăнакансем. — Кашни сăмаха тракторпа сĕтĕрсе кăлармалла вĕт унран»… Темле каласан та, вăтанчăк каччă хĕр кăмăлне кайрĕ курăнтать, час-часах тĕл пулма пуçларĕç вĕсем пĕр-пĕринпе. Петĕр те тăваттăмĕш курс пĕтерчĕ. Каникул вăхăтĕнче хăй «шапаша» каясса пĕлтерчĕ. «Укçа кирлĕ пулать мана чылай», — терĕ те, тек нимĕн те каламарĕ…

Юлашки курсра Петĕр Наталине хăй ăна юратнине пĕлтерчĕ, качча тухма ыйтрĕ. Сăмахпа мар, паллах, çырупа. Пỹлĕме пырсан, чылай вăхăт хушши чĕнмесĕр тăчĕ, тем каласшăн хăй — паллă мар. Çамки тарланă, куçĕсем выляççĕ. Юлашкинчен кĕсйинчен тăваткал хуçлатнă хут кăларса пачĕ те хĕре, васкаса тухса кайрĕ. Натали хумханса та юратса çырнă çырăва вуласа тухнă хыççăн нумайччен шухăша путса ларчĕ. Тем тумалла? Пуçне каллех Алик сăнарĕ килсе çапрĕ. Тарăхса кайрĕ хĕр. Вăл, паллах, Мускавра, урăх савни тупса янă. Ман пирки аса та илмест. Ватта юличчен, качча кайни лайăхрах пулĕ. Тепĕр тесен, хĕр те мар ĕнтĕ вăл текех…

Раштав типпи иртсен кĕрлеттерсе туй турĕç студенсен столовăйĕнче. Çуллахи каникул вахăтĕнче Мускав çывăхĕнче дача хăпартнă çĕрте ĕçлесе тунă укçа Петĕршĕн чухах пулчĕ. Анатри чăвашсем, хĕр енчисем, тури чăвашсемпе (каччă тăванĕсем) хăта-тăхлачăланчĕç. Ялтан килнĕ туй маткисем Мăшăрлану керменĕ умне сурпан çыхса, хушпу тăхăнса, тевет çакса пынă. Автобус çинчех кăштах хĕрнĕскерсем, урамрах юрра-ташша пуçларĕç, мĕн ирчченех тенĕ пек столовăй кĕрлесе кăна тăчĕ. Мишша пичче купăсçă тăрăшсах юрă-кĕвĕ шăратать, вăл ывăнсан, магнитофон кĕрлеме пуçлать. Савăнать ялти халăх. Пĕрле вĕренекен студентсем, урăх хуларан килнĕ тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕсем, малтанлăха чăваш хĕрарăмĕсем такмак каласа ташланине çăварĕсене карса пăхса тăчĕç. Ара, тĕлĕнмелли нумай вĕсен. Кĕпе айне сăра-лимонад кĕленчисен тимĕр пăккисене çĕлесе хунă та темиçе хивре хĕр арăм, тăпăр-тăпăр туса ташша сикеççĕ, кĕвĕ май кĕленче пăккисем чăнкăр-чăнкăр туса илемлĕ сасă кăлараççĕ. «Ну бабки, ну металлистки, молодцы!» — чунтанах тĕлĕнеççĕ студентсем. «Йỹçĕ, йỹçĕ!» — кăшкăраççĕ хорпа. Наталипе Петĕр, имене-именех ура çине тăраççĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхма вăтанса чуп туса илеççĕ. «Пĕрре, иккĕ, виççĕ…» — шутлаççĕ хăнасем. «Пиçмен пашалу, пиçмен пашалу…» — теççĕ хăшĕсем.

Петĕр туйра аванах хĕрчĕ. Шап-шурă кĕпепе, хура костюмне хывса пăрахнă. Натали çине куç илмесĕр, çисе ярасла пăхать. Хушшинчен хăлхинчен вăрттăн юратуллă сăмахсем калать. Ир енне туй халăхĕ çамрăксене ĕлĕкхи йăлапа хĕве хупма шутларĕ. Ăна-кăна чухлакан хĕрарăмсем вырăн хатĕрлерĕç, тỹшек айне таçтан-муртан сĕтĕрсе килнĕ вут сыпписем чике-чике хучĕç. Юрла-юрла, хăваласах тенĕ пекех, Петĕрпе Наталине пушă пỹлĕме кĕртсе ячĕç…

Çак каçа Натали нихăçан манса каяймĕ. Чĕмсĕр Петĕрĕн ỹсĕрĕлсен эсрелĕ вăранчĕ курăнать. Ярса илчĕ те Чиперккене тỹшек çине печĕ. Ăна-кăна уямасăр хĕрĕн туй кĕпине çатăрах çурса ячĕ. Аялти кĕпе-йĕм те çĕтĕк пулса кĕтесселле сирпĕнчĕç. Тутисенчен çырта-çырта чуп тăвать вăл мăшăрне, кăнттаммăн тыткалать ун кĕлеткине. «Тахçанах кĕтнĕ эпĕ çак куна, эсĕ манăн пуласса…» — пăшăлтатать хăй. Чылайччен лăскарĕ, нушалантарчĕ сассăр йĕрекен çамрăк арăмне. Кайран, вăйран кайса юнашар йăванчĕ: «Эсĕ мĕн, хĕр мар иккен»… — терĕ те çывăрса кайрĕ. Наталин ыйхи килмерĕ. Тумтирне тирпее кĕртнĕ хыççăн сĕтел хушшине ларчĕ те ĕсĕклесех макăрса ячĕ. Шутламанччĕ вăл çапла пулса тухасса. Лăпкă кỹлĕре шуйттан пурăнать тенĕ çав ваттисем …

Тепĕр кунхине те, урăлсан, Петĕр каллех унчченхи пекех шăпăрт, нимĕн те пулман пек тыткаларĕ хăйне. Хушăран çеç Натали çине темĕн каласла шухăшлăн пăхса илет те, шарламасть. Туять-ха хĕр вăл мĕн каласса, ыйтасса…

Çапла çĕр çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕ туй. Çамрăксем уйрăм пỹлĕме пурăнма куçрĕç.

Студсоветпа профком пулăшрĕç тин çеç чăмăртаннă çемьене. Петĕр ĕçе те вырнаçрĕ, каçсерен ача садĕнче хуралта тăрать. Тепĕр чух çурçĕр иртсен персе çитет çамрăк арăмĕ патне общежитине, ара, чуп-чуп уйăхĕ пырать вĕт-ха вĕсен. Ярса тытать те Наталине ним сăмах чĕнмесĕр-тумасăр вырăн çине сĕтĕрет. Çамрăк арăм хирĕçлеме хăяймасть ăна. Пĕрре çапла Чиперкке килĕшмерĕ те ун кăмăлĕпе… Петĕр питрен çупса янă пек сăмахсемпе çапла лаплаттарса хучĕ: «Мĕн, унчченхи каччуна кĕтсе выртатăн-им каçсерен эпĕ ĕçре чух? Ăна хирĕçлеместĕн пулĕ-ха эсĕ…» Нимĕн те калаймасть Натали, чăтать.

Шăнкăр-шăнкăр юхать çурхи шыв студентсен хули çывăхĕнчи паркра. Папак кăларнă вĕренесемпе тирексем кунран-кун ăшăрах пăхакан хĕвел еннелле туртăнаççĕ. Куç умĕнче тенĕ пекех ешĕл тум тăхăнса пырать вăрман. Кăкăр туллин сывласа илетĕн те уçă сывлăша, хĕл каçа пуçтарăнса çитнĕ пĕтĕм тасамарлăха ăшран хăваласа кăларса яратăн. Çут çанталăкпа пĕрле шавлă студент çамрăкĕ те хĕллехи тума хывса печĕ. Кĕске юбка тăхăннă хĕрсем янăравлăрах та чĕнерех кулнăн туйăнать.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code