Шỹт
— Митюк, итле-ха, мĕншĕн пĕр чарăнми шỹрпене пăтратса ларатăн эс?
— Телей кайăкне шыратăп.
— Чим, хиртен мулкач çакса таврăнтăн та: «Арăм, кур-ха, телей кайăкне тытса килтĕм эпĕ», — терĕн.
— Çапла. Халь вара сан валли те пултăр, тетĕп. Атту ялан: «Ма сана çап-çамрăклах качча тухрăм-ши? Васкамалла марччĕ, тупăнатчĕ пĕр-пĕр пуян каччă, пĕр телей те пулмарĕ», — тесе халтан яратăн. Акă-какай татки. Тыт. Мĕн пысăкăш вăл.
Любовь ФЕДОРОВА.

