Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100-мĕш чемпионат Шупашкарта иртĕ

100-мĕш чемпионат Шупашкарта иртĕ

Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ юбилейлă – 100-мĕш чемпионата Шупашкарта ирттерме йышăннă. Вăл июлĕн 24-27-мĕшĕсенче пулать.

Сумлă ăмăртăва хăйсем патĕнче ирттерессишĕн Шупашкарпа пĕрле Хусан та тупăшнă. Пĕтĕмлетÿ сăмахне «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форумра çирĕплетнĕ.

Çăмăл атлетика енĕпе наци чемпионатне Чăваш Ен çичччĕмĕш хут йышăнать. Юлашки çулсенче «Олимпийский» стадионта футбол енĕпе 2018 çулхи тĕнче чемпионатне хатĕрленсе футбол уйне кăна мар, чупу çулĕсемпе çăмăл атлетикăн пĕтĕм секторне çĕнетсе улăштарнă. Паян стадион Пĕтĕм тĕнчери мĕнпур требованисене тивĕçтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code