Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕçле, вĕрен – ан ÿркен çеç»

«Ĕçле, вĕрен – ан ÿркен çеç»

Энтепе ялĕнче 1978 çулта çуралнă Сергей Павлов тăван ялти шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа питĕ туслă пулнă: чупассипе, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе пĕрре çеç мар районти ăмăртусенче мала тухнă, таврари ялсенчи Акатуйсенче çĕнтерсе тăнă. Çавăнпа та хăйĕн пуласлăхне спортпа çыхăнтарас тенинчен тĕлĕнмелли çук: шкул /1985-1996/ хыççăн каччă Теччĕри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ /1996-1998/, ун хыççăн Хусанти патшалăх педагогика университетĕнче /1998-2001/ физкультура факультетне экстерн мелĕпе хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе аслă пĕлÿ илнĕ, унтах 2002-2005 çулсенче аспирантурăра вĕреннĕ. Паян Сергей Николаевич – Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕнчи цикллă спорт енĕсен теорийĕпе меслетлĕхĕн кафедрин ертÿçи, доцент, биологи наукисен кандидачĕ. Унпа эпĕ Хусанта унăн ĕç пÿлĕмĕнче, академин «Буревестник» бассейнĕн çуртĕнче тĕл пултăм.

– Сергей Николаевич, мĕн тери капмар бассейн! Хусанта 2013 çулта Универсиада иртнин усси сирĕншĕн питĕ пысăк пулнă пек туйăнать…

– Чăннипех, Универсиада хыççăн хулара питĕ нумай спорт сооруженийĕ юлчĕ, вĕсене никам та пăсман, ытти енĕпе усă курма сутса яман. Акă, пирĕн академиех мĕн-мĕн кăна тивĕçмерĕ: бадминтон, теннис, гимнастика, кĕсменпе авăсса ишес спорт енĕсен, шывра ишес, шыва сикес спорт енĕсен центрĕсем, «Зилант» пăр керменĕ, «Буревестник» бассейн, стадионсем… Ĕçле, вĕрен – ан ÿркен çеç.

– Эсĕ хăй вăхăтĕнче 100 тата 400 метрлă дистанцисене чупнă, мĕншĕн çакна суйласа илнĕ? 400 метра чупассипе темиçе хутчен те СССР чемпионĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ пулнă Ардалион Игнатьев ентешĕмĕрĕн çăлтăрлă çулĕ илĕртмен-и?

– Ардалион Игнатьев чăваш спортсменĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Унăн результачĕсене кăтартас тесен Турă панă талант кирлĕ, тар тăкнипе çеç пулмасть. Эпĕ кĕске дистанцисене суйласа илни кĕлетке хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннă, ытти чăваш каччисем пек инçе дистанцисене чупма йывăрччĕ мана, унта çăмăлраххисем туххăмрах иртсе каятчĕç. Кĕске дистанцисене чупасси вара питĕ аван пулатчĕ. 100 тата 400 метра чупассипе эпĕ хăй вăхăтĕнче Тутарстанри студентсен чемпионатĕнче ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ, 1998 çулхине 400 метра барьерсемпе чупассипе Тутарстан чемпионатĕнче бронза медале тивĕçнĕ.

– Кĕлетке хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннă та ман тепĕр ыйту: санăн 10 енлĕ тупăшура /десятиборье/ ăмăртас шухăш пулман-и?

– Манран кăна ыйтаканĕ эсĕ пĕрремĕш мар, пурте çапла калаççĕ. Паллах, шутламан мар. Эпĕ чылай енсемпе шкулта чухнех 2-мĕш разряд шайĕнче чупаттăм, сикеттĕм. Анчах шăчăпа сикесси, диск, молот е сăнă ывăтасси, йĕтре тĕртесси те пур-çке десятиборьере – вĕсене мĕнле аталантаратăн ялта? Теччĕре те майсем çукчĕ. Хусана килнĕ çĕре эпĕ 20-реччĕ ĕнтĕ, кая юлтăм…

– «Эх, ялти çитменлĕх» теесси юлать пуль ĕнтĕ вара…

– Хулара пулсан, тен, спортпа туслашман та пулăттăм – кам пĕлет. Пĕрре те ÿпкелешместĕп ялта çуралса ÿснĕшĕн. Пирĕн физкультура вĕрентекенĕ те Виталий Петрович Марков /халĕ вăл Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта ĕçлет, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ – авт./ питĕ маттурччĕ, камăн лайăхрах пулать – вĕсене ытларах хăвалатчĕ. Тав ăна.

– Сергей Николаевич, эсĕ – биологи наукисен кандидачĕ, доктор диссертацине çырма пуçламан-и-ха?

– 2008 çулта кандидат пулса тăтăм, ун хыççăнах хавхаланса доктор диссертацине çырма ларас кăмăлсем пурччĕ, анчах кулленхи ĕç-пуç сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ те – вăхăт çитмест. Çапах та палăртса хунă, çитес вăхăтрах пуçăнасшăн.

– Эсĕ Тутарстан Республикин студентсен командин çăмăл атлетика енĕпе тĕп тренерĕччĕ те пулас…

– 11 çул хушши Хусанти патшалăх педагогика университечĕн çăмăл атлетика командин тĕп тренерĕ пултăм. Унтан Атăлçи федераци университетне ĕçлеме куçрăм та унти çăмăл атлетсене хатĕрлерĕм ăмăртусене. Çав хушăра хулари, республикăри ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă, 2008 çулта вара çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççейри пĕрремĕш универсиадăра пирĕн команда 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Паян эпĕ тренер пек ĕçлеместĕп, студентсемпе занятисем ирттеретĕп, кафедра ертÿçи пулнă май ĕçе пĕтĕмĕшле ертсе пыратăп, меслетлĕх ыйтăвĕсемпе пулăшатăп.

– Сан кафедрунта тата чăвашсем ĕçлеççĕ-и?

– Пур. Акă Дмитрий Мостяков преподаватель Пăва районĕнчи Рункă ялĕнчен. Вăл – Тутарстан Республикин физкультурăпа спорт отличникĕ. Игорь Павлов /Вăрмар районĕнчи Çиçтĕперен/ – Тутарстанăн çăмăл атлетика командин тĕп тренерĕ, пирĕн академире совместитель пек ĕçлет. Унсăр пуçне студентсем хушшинче чăваш ачисем пур.

– Маттур-и вĕсем, маххă памаççĕ-и?

– Чи маттурисен йышĕнче. Акă, Вăрмар районĕнчен килнĕ Гена Егоров 1-мĕш курсра кăна вĕренет пулин те кросс чупассипе спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Хамăр ентеш, Хăвăлçырма каччи Дима Волков, 11-мĕш класра физкультура предмечĕпе Раççейри олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăннă вăл, пирĕн академине вĕренме килчĕ, инçе дистанцисене чупассипе пултаруллă.

– Сергей Николаевич, Хусанта спорт инфраструктури паха пулни лайăх результатсем кăтартма май парать-и, е сооруженисемпе кăтартусем хушшинче тÿрремĕн çыхăну çук-и – кăтартусем лайăх пулни стадионсемпе бассейнсем нумай пулнинчен килмест-и?

– Мĕнле ан килтĕр ĕнтĕ? Пирĕн Раççейре халĕччен физкультурăпа спорт енĕпе икĕ аслă шкул ыттисенчен темиçе пуç çÿлерех пулнă: Мускаври Раççей патшалăх физкультура, спорт, çамрăксен тата туризм университечĕ тата Питĕрти П.Ф. Лесгафт ячĕллĕ Наци патшалăх физкультура, спорт тата сывлăх университечĕ. Эпир пĕлтĕр вĕсене Раççей универсиадинче çĕнтерме пултартăмăр. Кăçал вара хĕллехи универсиадăра Мускавсем хыççăн иккĕмĕш пултăмăр. Спорт инфраструктури чухăн пулсан вăйлисемпе тытăçма йывăртарах, май та çук темелле. Çавăнпа та бассейнсемпе стадионсем кăтартусемпе тÿрремĕнех çыхăннă, тачă çыхăннă теес пулать.

– Спорт инфраструктури лайăх, пуян пулни тепĕр енчен те паха: унта ăмăртусем чылай иртеççĕ. /Эпир тĕл пулнă чухне те академире Раççей шайĕнчи конференци тата çăмăл атлетика енĕпе пысăк ăмăрту ирттерме хатĕрленетчĕç – авт./. Йăлăхтармасть-и?

– Ăмăртусен шучĕ чăнласах та ÿсрĕ. Хусан, тĕрĕссипе, спорт енĕпе Мускав хыççăн иккĕмĕш хула пулса тăчĕ пек туйăнать. Питĕрсене кÿрентерес килмест, паллах, анчах та юлашки çулсенче кунта тĕнче шайĕнчи вун-вун ăмăрту иртнĕрен калатăп. Хусанта иртни лайăх, мĕншĕн тесен килте стенасем те пулăшаççĕ теççĕ-и-ха? Ăмăртусем çавах иртĕç: Хусанта-и, Мускавра-и, Владивостокра-и – килте ăмăртма тем тесен те аванрах. Кунта иртекен ăмăртусем йышланни пире те – тренерсене, судьясене – квалификацине ÿстерсе пыма хистет. 2018 çул вĕçĕнче эпĕ те Раççей категориллĕ судья пулса тăтăм, халĕ йĕркелес ĕçре кăна мар, судья пек те чи çÿллĕ шайри ăмăртусене хутшăнма пултаратăп.

– Сергей Николаевич, тавах тĕплĕ калаçушăн, ăнăçу сунатăп сана.

– Хусана ятарласа килнĕшĕн, пирĕн академине килсе курнăшăн хăвна тав.

КĔСКЕН

Май пулнă чухне Дима Волковпа та калаçса илтĕм: вăл мĕн калать-ха кунти вĕренÿ çинчен?

– Дима, мĕншĕн Хусан хулине суйласа илтĕн-ха эс, Шупашкара е Мускава мар?

– Чăннипе каласан, Шупашкара каяс шухăшсем те пурччĕ ман. Çапах та олимпиада çĕнтерÿçи пулни кирек мĕнле аслă шкула та суйласа илме май парать, кунта килсе пăхас терĕм. Вĕрентекенĕм, Олег Николаевич Осипов, кунта хамăр ентеш ĕçлени çинчен те каларĕ. Ют хулара ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, темле лару-тăру та сиксе тухма пултарать-çке. Килтĕм, Сергей Николаевич кĕтсе илчĕ, каласа ăнлантарчĕ, кăтартса çÿрерĕ – мана питĕ килĕшрĕ. Шупашкар хулине темле юратсан та унти майсем Хусантине çитеймеççĕ, паллах. Кунта спорт сооруженийĕсем йышлă та, çĕнĕ те – кирек мĕнле спорт енне суйласа илме май пур.

– Эсĕ хăшне суйласа илтĕн?

– 3 тата 5 çухрăма чупасси лайăхрах пулать, тата Игорь Леонидович стипль-чез ?3000 метра чăрмавсемпе чупасси – авт./ чуптарасшăн. Тен, вăхăт çитсен унпа ытларах хатĕрленме, ăмăртма пуçлăп – йăлтах тренертан килет.

Владислав НИКОЛАЕВ.
Хусан-Шупашкар.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Павловпа Д.Волков.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code