Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Кăçалхи пĕрремĕш канашлура чи малтанах хĕллехи уяв-кану кунĕсене пĕтĕмлетрĕç. Çак кунсем халăхшăн усăллă, пăтăрмахсемсĕр иртнĕ. Çĕнĕ çулхи тата Раштаври культура мероприятийĕсем çинче чарăнса тăрас пулсан çакă паллă. Декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа, Çĕнĕ çулăн тĕп елкине уçнăранпа, округри культурăпа кану учрежденийĕсенче тата библиотекăсенче кашни ỹсĕмрисемшĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. «Ĕмĕтсен елки» ыр кăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче ертỹлĕхпе депутатсем ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчи тата сывлăх енчен хавшак ачасене саламланă. Раштав уявне нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене йыхравланă. Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕшĕччен округра «Спортпа сывлăх декади» пынă. Спорт учрежденийĕсемпе хоккей площадкисенче канмалли кунсем тăршшĕпех çын татăлман. Çак тапхăрта тĕрлĕ шайри 10 ытла спорт мероприятийĕ иртнĕ. Шкул ачисем каникул вăхăтĕнче те ГТО программисене хастар хутшăннă. Çавăн пекех тивĕçлĕ органсем округра çул çитмен ачасемпе тĕл пулнă тата социаллă хăрушлăхра тăракан çемьесенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашнă (пурĕ çакăн евĕр 17 çемье шутра тăрать, вĕсенче 44 çул çитмен ача çитĕнет).
Хĕллехи тепĕр тĕп уявсенчен пĕри — Кăшарни. Январĕн 19-мĕшĕнче ĕненекенсем Иисус Христос Туррăмăра Иорданра шыва кĕртнине уявлĕç. Пысăк праçник кунĕ халăх таса çăлкуçсенче, кỹлĕсенче вакăсем касса шыва кĕрĕ. Округра шыва кĕмелли 9 вырăн хатĕрленĕ. Шыва кĕрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те тĕп вырăнта.
— Йĕркесене çирĕп пăхăнасчĕ, çакă сывлăха тата пурнăçа упрать, — палăртрĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый.
Канашлу вăхăтĕнче çỹп-çап контейнерĕсене вăхăтра тасатса тăрас, ялсене çĕрле тата тĕттĕм вăхăтсенче ирĕн-каçăн çутăпа тивĕçтерес, юр çунă вăхăтсенче çул-йĕре, хуçалăхсемпе предприяти-организацисен умĕсене тивĕçлĕ тасатса тăрас тата ытти çивĕч ыйтусене те сỹтсе яврĕç.
Елена ПЕТРОВА.

