Снюс сиенĕ пирки юлашки вăхăтра час-часах калаçма пуçларăмăр. Калаçусен вăхăтĕнче çак сиенлĕ хутăш пирки илтмен çынсем пуррине те асăрхатăн.
Шупашкарти пĕр шкулта вĕренекенсем тÿлевсĕр чăмлак салатнă тĕслĕх пулнă – чăмлакра пысăк виçепе никотин пулни палăрнă. Чăмлак евĕр табак çитĕнекен организма питĕ пысăк сиен кÿни паллă.
Ашшĕ-амăшне ачасене асăрхаттарма ыйтатпăр. Снюс ĕммелли канфет евĕрех. Енчен те ачан аллине çакăн евĕр япала лексен вăл ăна чăн та çимĕç тесе йышăнма пултарать. Çавăнпа ют çынсем е пĕлекен сĕнсен те мармелад, чăмлак, цукат, канфет евĕр япаласене илсе çимелле мар.

