Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кун-çулĕ пархатарлă унăн

Кун-çулĕ пархатарлă унăн

Тăван районăмăр 95 çулне кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта Николай Архилин çинчен çырни питĕ вырăнлă пулма кирлĕ, мĕншĕн тесен унăн аталанăвне вăл та хăйĕн тỹпине хывнă. Тепĕр сăлтав та пур: пурăннă пулсан çак кунсенче Николай Кузьмич 90 çул тултармаллаччĕ.

Николай Архилин 1932 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Горькинчи партин аслă шкулне пĕтернĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра колхозник, бригадир, зоотехник, председатель заместителĕ пулса ĕçленĕ. 1951-1955 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă.

1972-1981 çулсенче Николай Кузьмич Елчĕк райĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕнче, унтан председателĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта районта пĕлтерĕшлĕ ĕç сахал мар тунă. 1972 çулта «Елчĕк-Комсомольски» автомобиль çулне асфальт сарассине вĕçленĕ. Çав çулах район центрĕнчен Аслă Елчĕке те машинăсем яка çулпа чупма пуçланă.

1981-1983 çулсенче пултаруллă ентеш Чăваш Енри сĕт промышленноçĕн производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕнче вăй хунă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, нумай хутчен район Совечĕн депутачĕ пулнă. Пархатарлă ĕçсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, районти вĕренỹ учрежденийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕç тунăшăн «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ят панă ăна.

Сăмах май, Николай Кузьмичăн мăшăрĕ Мария Александровна 32 çул ялти шкулта ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. «Хисеп Палли» ордена, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл.

Н.Архилин 1992 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code