Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шупашкарта – кадет корпусĕ

Шупашкарта – кадет корпусĕ

Пĕлÿ кунĕнче тĕп хуламăрта Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Кадет корпусне уçма сумлă хăнасем хутшăннă: РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместилĕ Сергей Дронов генерал-лейтенант, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, Совет Союзĕн Геройĕн, летчик-истребителĕн Александр Кочетовăн ?кадет корпусĕ унăн ячĕпе хисепленет/ мăнукĕн ачи — Олимп чемпионки Аделина Сотникова тата ыттисем те. Вĕсем кадетсене Пĕлÿ кунĕпе саламланă, лайăх вĕренме тата çĕршыва юрăхлă çынсем пулма ăнăçу суннă.


Федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕ республикăри кадет шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Ăна Михаил Бабич хăй РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулнă чухне пуçарнипе тунă «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Чăваш корпусĕ – федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш. Çак вĕренÿ заведенийĕнче РФ Сывлăш-космос çарĕсем валли специалистсене хатĕрлеççĕ. Ăна Н.Е.Жуковский профессор тата Ю.А.Гагарин ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн филиалĕ ?Сызрань хули/ тата тепĕр икĕ çар чаçĕ хăйсен хÿттине илнĕ.


Чăваш кадет корпусĕнче 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче 400 ачапа çамрăк ăс пухĕ. Кунта тарăн пĕлÿ тата патриотизм воспитанийĕ илме пур услови те пур. Вĕренÿ тата çывăрмалли корпуссем, спорт тата акт залĕсем, хушма пĕлÿ памалли кабинетсем хăтлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Вĕренÿ блокĕнче вĕренÿ класĕсем, робототехника кабинечĕ, сасă çыртаракан студи, тир вырнаçнă. Спорт блокĕ кĕрешÿ, хореографи, тренажер, сĕтел çи теннис, спорт залĕсене пĕрлештерет. Общество блокĕ акт залĕнчен, столовăйран тăрать. Çывăрмалли корпусра кашни икĕ пÿлĕм валли гардероб, душ кабинипе туалет уйăрнă. Япала типĕтмелли уйрăм пÿлĕмсем те пур.

Пĕлÿ кунĕнче акт залĕнче Паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Кадетсем Раççей Федерацийĕн Геройĕсемпе уйрăммăн тĕл пулса тĕрлĕ ыйту çине хурав илме пултарнă. Каярах вĕсем кадет паркĕнче йывăç-тĕм лартнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code