регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх республикăра пысăк мар — 0,4 процент шайĕнче.
Тăхăр уйăхра вăтам ĕç укçи 86,1 пин тенкĕпе танлашнă. Ку çулталăк каяллахинчен 14 процент пысăкрах. Инфляцие кăларса шутласан чăн ỹсĕм, паллах, чылай пĕчĕкрех — 2,2 процент кăна. Шалу ỹсĕмĕпе суту-илỹ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен сфера, ял тата вăрман хуçалăхĕсем юларах пыраççĕ. Вĕрентỹ, культура, спорт, кану сферисенче вара кăтарту чакни те сисĕнет.

