Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ман юратнă Елчĕк енĕм»

«Ман юратнă Елчĕк енĕм»

Елчĕк районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалласа районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ «Ман юратнă Елчĕк енĕм» ятпа сăвăсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекен тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем хутшăннă.

Шкул çулĕчченхи ỹсĕмри конкурсантсен хушшинче «Тăван сăмахăм чун-чĕрешĕн çывăх» номинацире 1-мĕш вырăна «Чебурашка» ача садне çỹрекен Ольга Волкова (ертỹçи О.Мудрецова) тухнă. Çак ача садне çỹрекен Роман Цыгановпа (О.Петрова) «Шевле» ача сачĕн воспитанникĕ Диана Шляпина — иккĕмĕш, Василиса Васильевăпа (А.Кочеткова) Анна Филиппова (Н.Архилина) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

7-12 çулсенчи вĕренекенсен хушшинче асăннă номинацире Шăмалак шкулĕнчи Артем Краснов (Н.Васильева) çĕнтернĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекен Тимофей Солин (З.Михеева), Елчĕк шкулĕнчи Артем Сайкин (А.Смирнова) Александр Мудрецов (А.Данилова), Полина Муллина (А.Смирнова), Патреккел шкулĕнчи Валерия Доброхотова (С.Сычаева) — призлă вырăнсенче. Çак ỹсĕмри вĕренекенсем «Сăввăмсем чунăмра упранаççĕ» номинацире те палăрнă: Елчĕк шкулĕнчи Полина Воронцовăпа (А.Смирнова) Богдан Игнатьев (Т.Маркова) — пĕрремĕш, Патреккел шкулĕнче пĕлỹ илекен Мария Петрова (В.Иванова) — иккĕмĕш, Екатерина Можаева (А.Кудряшова) виççĕмĕш пулнă.

13-17 çулсенчи вĕренекенсем хушшинче «Тăван сăмахăм чун-чĕрешĕн çывăх» номинацире Аслă Таяпа шкулĕнчи Ангелина Амаюкова (Т.Барская) -пĕрремĕш, Елчĕк шкулĕнчи Юлия Карпова (Г.Морозова) — иккĕмĕш, «Сăввăмсем чунăмра упранаççĕ» номинацире Александра Паулина (Г.Малова) виççĕмĕш вырăнсенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code