Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çинче асăрхан!

Çул çинче асăрхан!

Сывлăш температури улшăнсах тăнă май çулсем пăрлакланаççĕ. Çавна май водительсен тата çуран çỹрекенсен çул-йĕр çинче тимлĕхне ỹстерме тивет.

Пăрлак вăхăтра опытлă водительсем те шар курма пултараççĕ. Авариллĕ лару-тăруран асăрханас тесен хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнмалла — хĕлле çулăн пĕр сехетри вăтам хăвăртлăхĕ 10-15 çухрăм чакать. Тормоз çулĕ икĕ хут пысăкланнăран чарăнусен умĕн хăвăртлăха чылай малтан чакармалла, çаврăнусен вăхăтĕнче те асăрханмалла. Çул урлă çуран каçакан вырăнсенче тимлĕ пулăр.

Çуран çỹрекенсен çул урлă каçнă чухне водитель ăна ирттерсе яма хатĕр пулнине ĕненсен анчах çул урлă каçмалла. Тум çине çутта хирĕç çутатакан япаласем çĕлесе хумалли пирки те асрах тытăр. Çул-йĕр правилисем пирки ачасене тĕплĕн ăнлантарăр.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code