Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç ăнса пынăран кăмăл-туйăм та хавхалануллă

Ĕç ăнса пынăран кăмăл-туйăм та хавхалануллă

Районти уй-хирсенче техника кĕрлевĕн шавĕ чаксах пыни кĕркуннехи ĕçсем вĕçленсе пынине систерет. Уй-хир пушаннă, вăл вăхăтлăха каннă, йывăрлăхсем те хыçа юлнă тапхăрта шăпах пĕтĕмлетÿсем тума вăхăтлă. Кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă куракан, ял хуçалăх культурисене акас-лартас ĕçе агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса пурнăçланăран çулсеренех пысăк тухăçлă тыр-пул алла илекен «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хир ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Юрий Мясников председатель те хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама килĕшрĕ.

– Кашни кун хĕрÿ ĕçре пулма хăнăхнă ял çынни çĕр-аннемĕрĕн канма вăхăт çитнине лайăх ăнланать пулин те, унăн чун-чĕри тунсăхпа тулнăн туйăнать. Çакăн пирки, Юрий Вячеславович, хушса мĕн каланă пулăттăр?

– Ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан тата хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçлакан механизаторсен кăмăл-туйăмĕ урăхла пулма та пултараймĕ. Апла пулин те уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлассинче тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарнăшăн кашнийĕ чун-чĕререн савăннине пĕлсе тăратăп. Çак хавхалану туйăмĕ малашнехи тĕллевсене ĕçе кĕртессинче те вĕсене çĕнĕ вăй-хал кÿрсе тăтăр.

– Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме яланах кăмăллă. Çапла мар-и?

– Ял хуçалăх çулталăкĕ вĕçленмен пулин те ÿсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, паллă ĕнтĕ. Пĕрлехи вăйпа тăрăшнин тивлетне кура çулталăк пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ ĕç планне туллин пурнăçларăмăр. 625 гектар лаптăкран пурĕ 2500 тонна, 1 гектар пуçне вăтамран 40 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕмĕр. Çанталăк условийĕсем те çĕр ĕçченĕ майлă пулчĕç, уяр кун-çĕрпе усă курса уй-хирти ытти ĕçсене те кал-кал йĕркелесе пыма май килчĕ. Кĕр тыррисене агротехника ыйтнă пек – кĕл çине акса хăвартăмăр. Унăн лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех – 200 гектар йышăнать. Кĕрхи культурăсем, çуртрисемпе танлаштарсан, тухăçлăрах çитĕннине асра тытса ăна кашни çул тивĕçлĕ шайри лаптăкра тата унăн чи лайăх сорчĕсене акма тăрăшатпăр. Кăçал акса хăварнă «Московская-39» кĕрхи тулă сорчĕ те супер элита репродукцири.

Уй-хирти ĕçсене тухăçлă йĕркелесси çанталăк условийĕсенчен нумай килни пирки маларах та палăртса каларăм ĕнтĕ. Иртнĕ çул йĕпе-сапа нушалантарчĕ пулсан, кăçал пачах тепĕр майлă. Çу уйăхĕсенче çумăр сахал çунине пула кĕркунне тĕлне çĕр сийĕ чул пек хытса çитнĕрен тата тăпрара нÿрĕк вуçех тăрса юлманран харсăр çитĕнекен çум курăк та типсе хăрчĕ. Çакна кура кĕрхи çĕртме сухи ĕçĕсене пурнăçлассинче пысăк йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕк пулни, паллах. Анасене сухаланă чухне плуг çĕмĕрĕлнин тĕслĕхĕсемпе те пĕр хутчен анчах мар тĕл пултăмăр. Анчах çаксем сăлтав мар, 700 гектар ытла анана кая юлмасăр тата пысăк пахалăхпа сухаласа хăвармаллине ăнланса çак ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесе ятăмăр. Механизаторсем те хирĕç пулмарĕç. Çапла майпа умри йывăрлăхсене парăнмасăр кĕрхи çĕртмене кĕске вăхăтра вĕçлеме пултартăмăр.

– Лару-тăрăва ăнланса уй-хирте пысăк пуçарулăхпа тăрăшнă механизаторсене, пысăк тухăçлă тыр-пул ăстисене ятран палăртса тав тума шăпах меллĕ самант. Уйрăмах кама ырăпа аса илнĕ пулăттăр?

– Тыр-пула пухса кĕртме хутшăннă Михаил Петров, Валерий Сергеев, Дмитрий Егоров комбайнерсемпе вĕсен пулăшаканĕсене – Алексей Чернова, Валерий Егорова шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнăшăн – пысăк тав. Дмитрий Егоров çамрăкăн малашлăхĕ пысăк пулнине, кулленхи ĕçре ăна хавхалантарса пымаллине курса тăратпăр. Ахальтен мар ăна вĕр çĕнĕ «Вектор-410» йышши çĕнĕ комбайн шанса патăмăр. Михаил Петровпа Валерий Сергеев вара тыр-пул çапса тĕшĕлес ĕç вĕçленнĕ хыççăнах «хурçă ут» çине ларчĕç – кĕрхи çĕртме тума хутшăнчĕç. Çак ĕçре Григорий Сергеевпа Сергей Баймушкин, Вячеслав Мясниковпа Александр Филимонов, Владимир Петров та пысăк пуçарулăхпа тимлерĕç. Алексей Чернов, Анатолий Багадеров, Анатолий Гаврилов, Сергей Афанасьев хĕрÿ вăхăтра водительсем пулса тăрăшрĕç, кулленхи ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хыврĕç.

– Ял хуçалăх таварĕсем агропромышленноçра туса илекен тавар хăй хаклăхне саплаштарма йывăрланса пынине пĕлетпĕр. Миçе çултанпа тыррăн хакĕ те ниме тăмарĕ. Кăçал ку енĕпе лару-тăру мĕнле?

– Телее, кăçал вăл самай хаклăрах: 1 центнер тырра çак вăхăтченех вăтамран 645 тенкĕпе сутатпăр. Иртнĕ çул 100 тенке яхăн йÿнĕрех пулчĕ.

Юлашки çулсенче сĕтĕн сутлăх хакне чакарса янăранпа нумай çухататпăр. Хуçалăха пырса кĕмелли укçа шывпа юхса кайнăнах туйăнать.

– Ял хуçалăх предприятийĕнче фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама та яланхи пекех çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Пĕр условлă выльăх пуçне шутласан, вăл 28,7 центнер тивĕçет – кирлĕ таран пахалăхлă продукци туса илмелли майсем куç умĕнче. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăмăр-и?

– Отчетлă тапхăрта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 17 процент ытларах аш-какай, 8 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕтĕмпе шутласан, 1207 центнер аш-какай, 8710 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 373 килограмм ытларах, пурĕ 5064 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем те иртнĕ çулхинчен самăр çитĕннеççĕ. Вĕсем пĕр талăкра вăтамран 808 грамм, сыснасем 630 грамм ÿт хушнă.

Отчетлă тапхăрта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илесси ÿсни ĕне выльăхсен хисепĕ ÿснипе те çыхăннă. Унсăр пуçне, ÿсĕмсен çăлкуçĕ – вĕсене пăхма тивĕçлĕ çынсен аллине шанса панинче тесе шутлатпăр. Нина Иванова, Маргарита Сергеева, Алена Гаврилова дояркăсем, Ольга Григорьева пăру пăхакан, Алевтина Мясникова сысна самăртакан, сысна çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшакан Феодосия Красильникова, Ирина Аввакумова осеменатор-ветфельдшер, ĕне тата сысна фермисен заведующийĕсем – Анатолий Григорьевпа Елена Сергеева, ĕне сăвакан установкăсен операторĕ – Георгий Старостин, скотниксем – Вячеслав Егоровпа Валерий Иванов, Александр Назаров арманçă, чăннипех, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: уй-хирти ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Сергей Баймушкинпа Григорий Сергеев механизаторсен тинех пĕр шухăш – техникăна хĕл каçма хатĕрлемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code