Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сентрисем тулли, сутуçисем тараватлă

Сентрисем тулли, сутуçисем тараватлă

Елчĕкри «Акатуй» суту-илÿ çурчĕн хуçалăх таварĕсем сутакан уйрăмĕнче ăшă кăмăллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă сутуçăсем тăрăшаççĕ. Любовь Агеева – 10, Галина Игнатьева – 8, Роза Кошелькова 6 çул ĕçлесе паха опыт пуçтарнă. Вĕсем тавар туянаканпа яланах çепĕç калаçаççĕ, мĕн кирлине çийĕнчех тупса параççĕ. Сентересем тулли, мĕн кăна çук-ши кунта?Петр Вастулов тавар турттаракан ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин те вăхăтра тивĕçтерет. Вăл ырă ĕçпе хисепе тивĕçнĕ.

Палăртса хăваратпăр, Ырсамай тăрăхĕнче пурăнакан, унччен «Елчĕк ен» хаçата «Юман» лавккаран илсе тăнă подписчиксем малашне ăна шăпах «Акатуй» лавккаран – хуçалăх таварĕсемпе сутă тăвакан уйрăмран илсе тăма пултарĕç.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Роза Кошелькова сутуçăпа Петр Вастулов товаровед.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code