Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выçлăха чăтнă, сивве тÿснĕ…

Выçлăха чăтнă, сивве тÿснĕ…

Çĕнĕ Пăва ялĕнче 86 çул тултарнă ĕç ветеранĕсем тăватă хĕрарăм та пĕр арçын. Сăмахăм – Виталий Цыганов /Сергеев/ çинчен.

Витали тете 1933 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Цыгановсен йышлă çемйинче кун çути курнă. Ялти вăтам шкулта çичĕ класс вĕреннĕ. Ачалăхĕ унăн çăмăлах килмен. Вăрçă ачисен çимелли те, тăхăнмалли те çителĕклĕ пулман. Вĕсем выçлăха та чăтнă, сивве те тÿснĕ, выçă вилесрен мăян, крахмал пашалăвне çинĕ. Çуркунне çĕрулми ани çине типсе кайнă çĕрĕк çĕрулми пуçтарма кайнă. Анчах выçăскерсене юланутçăсем чăпăрккапа хăваласа хăратнă. Пÿрте хутса ăшăтма, апат пĕçерме вут-шанкă çуккипе çерем çинчен ĕнесен типсе кайнă каяшĕсене пуçтарнă. Картишĕнче хуран пек шăтăк чавса ĕне каяшне унта тултарса çара уран çăрнă, унтан ăна кивĕ, шăтăк чашăксене, йывăç стансене тултарса «кирпĕч» çапнă. Вăл типсе çитсен хуран айне хурса çунтарса апат пĕçернĕ. Хиртен тырă хăмăлне те нумай илсе аннă. Çав çулсенче ялти çынсем пурте тенĕ пекех çак нушана астивнĕ. Ача-пăча жнейка вырнă анасем çинчен ÿксе юлнă тырă пучахĕсене пуçтарнă, каçсерен ут кĕтĕвне кĕтме çÿренĕ. Виталий Сергеевич вăкăрпа ĕне фермине улăм турттарнă чухне выльăх тăварăнса кайнине, ĕрĕхсе чупса çÿренине аса илет.

Çичĕ класс хыççăн вăл колхоз ĕçне пуçăннă, лаша кÿлсе тĕрлĕ ĕçе çÿренĕ, вырма вăхăтĕнче тырă кĕлтисене йĕтеме турттарнă.

Яш çулне çитсен, 1951 çулта, ăна ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсемпе юлташĕсем салтака ăсатнă. Хальхи пек астăвать ватă, пĕр эрне салтак ачи пулса лаша лавĕ çине тăрса хĕрсем парнеленĕ тутăрсене вĕçтерсе урамсем тăрăх купăспа салтак юрри янраттарса юрланине. Служба унăн Байкал леш енче, Чита облаçĕнче, авиаци чаçĕнче виçĕ çула тăсăлнă. 1954 çулта патвар каччă тăван яла таврăннă.

Салтакран килсенех каччă Канашри механизаторсен курсĕнче вĕренсе анлă профильлĕ тракторист-машинист пулса тăрать. Малтанах икĕ çул Елчĕкри МТСра ĕç опычĕ пухать. Ун хыççăн тăван ялта Мичурин ячĕллĕ колхозра трактористра ĕçлеме тытăнать. Трактористăн ĕçĕ, каламасăрах паллă, пархатарлă та, яваплă та, çав вăхăтрах йывăр та. Ака-суха вăхăтĕнче кашни ир ултă сехете хире çуран çитнĕ те гусеницăллă трактор çине ларнă. Мĕн каçчен хăлхара трактор шавĕ кĕрлесе тăнă, кабинăра шăрăх, тусан вĕçнĕ, пит тăрăх тар юхнă. Ĕçлесен, ĕçлесен техника чăхăмласси те пайтах пулнă.

– Сивĕ çилĕ та çан-çурăма витĕр касатчĕ, чашлаттарса çумăр çăватчĕ, çил-тăманĕ те алхасатчĕ – пурпĕрех трактора юсанă, ĕçлеттернĕ. Миçе гектар çĕр сухаламан-ши; Колхозсем пĕрлешсен вара çичĕ ялăн уй-хирĕнче сухаламан пĕр лаптăк ана хăварман. Ĕçе ирхине 5 сехетре тухса кайнă та каçхине 19 сехетре тин киле таврăннă, – каласа парать ĕнерхи харсăр механизатор.

Хĕлле те ахаль ларман ун чухнехи трактористсем. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхоз валли вăрман кăларнă, турттарнă. Тракторпа юр тытассине те мала хунă.

Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн колхоз правленийĕ Виталий Сергеевича пĕр хутчен мар Хисеп хучĕсем парса хавхалантарнă. Елчĕкре çулсерен иртекен Акатуйра та парнесемпе чысланă ăна. Витали тетен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 45 çулпа танлашать. «Хурçă утпа» вăл 2002 çулта, 69 çул тултарсан, тин сывпуллашнă.

1956 çулта, хĕл ларсан, харсăр йĕкĕт Çуткÿл хĕрĕпе Зинаидăпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Вĕсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Туслă мăшăрăн виçĕ ачи Шупашкарта тĕпленнĕ. Раиса картограф, геодезист, Елена педагог, Олег электромеханик. Кĕçĕн ывăлĕ Владимир юрист профессине алла илнĕ, вăл тĕп килте, районти тĕп больницăра юристра тăрăшать.

Ватăсем ултă мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Зина аппа маларах колхозра ĕçленĕ. Ун хыççăн мĕн пенсие тухиччен ялти вăтам шкулта тирпейлÿçĕре тăрăшнă. Вăл та савнă мăшăрĕ пекех ĕç ветеранĕ.

Цыгановсем ватлăхра хăйсен хушаматне улăштарса Сергеевсем пулса тăнă. Паян паспорт тăрăх çав хушаматлă вĕсем. Çапах та вĕсене ĕлĕкхи хушаматпа лайăх пĕлеççĕ.

Витали тетепе Зина аппа ватлăх çитрĕ тесе алă усса лармаççĕ: выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç нумай акса-лартса çитĕнтереççĕ. Çулсеренех пахчинче севок акса пуçтарса илеççĕ. Хулари ачисем, мăнукĕсем час-часах пулăшма килеççĕ. Тăрăшуллă çемье тенкĕ çумне тенкĕ хушса, укçи-тенкине тирпейлĕ пуçтарса иртнĕ çул хĕрлĕ кирпĕчрен икĕ хутлă илемлĕ çурт купаласа лартрĕ. Виталий Сергеевичпа Зинаида Николаевна пĕр-пĕрне ăнланса, шăкăл-шăкăл калаçса 63 çул пĕрле, тăванĕсемпе те, кÿршĕ-аршăпа та кайса-килсе, килĕштерсе пурăнаççĕ.

Алимпия ФОМИНА,
Çĕнĕ Пăвари ветерансен совечĕн председателĕ.

Один комментарий для “Выçлăха чăтнă, сивве тÿснĕ…

  1. Публикация в газете #ельчекен
    Вчера показала бабушка, со слезами на глазах, потому что дед лежит в реанимации.
    Целиком и все написано верно.
    Спасибо огромное Алимпии Фоминой.
    Когда Вы брали интервью, мой дед, наверное, еще подшучивал, сейчас ему слово с большим трудом дается выговорить.

    У меня есть молитвенная нужда, прошу меня поддержать в молитве за моего деда Виталия кто как умеет. Я верю в силу молитвы, и очень хочу, чтоб мой дед прожил еще лет 10.
    Поддержите пожалуйста молитвенно!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code