Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Акцие хутшăнар

Донор ĕçĕ сăваплă тата хисеплĕ. Çав пархатарлă утăма кашни сывă çын – 18-55 çулсенчи хĕрарăмсем, 18-60 çулсенчи арçынсем тума пултараççĕ.

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари тухтăр амбулаторийĕнче черетлĕ донор кунĕ иртет. 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен çак акцие хутшăнса эсир те чирлисене ура çине тăма пулăшма пултарăр.

Регионта тупăшĕç

районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче вăрман ыйтăвĕсемпе çыхăннă республика олимпиадин районти тапхăрĕ иртнĕ.

Ăслăлăх конкурсне вăтам шкулсенчи 14 вĕренекен хутшăннă. Чи нумай балл пуçтарса 1-мĕш вырăна Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулăн пулас выпускникĕ Мария Петрова /ертÿçи Р.Патшина/ тухнă. Призерсен йышне Çĕнĕ Пăвари Ирина Пупина /О.Викентьева/ тата Елчĕкри Наталья Мусалова /Е.Морозова/ кĕнĕ. Виççĕшĕ те вĕсем регионта тупăшĕç.

«Юр десанчĕ»

Пĕтĕм Раççейри «Юр десанчĕ» патриотла акцие хутшăнса Елчĕкри вăтам шкулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи тĕрлĕ факультет студенчĕсем пулнă.

Аслă шкул хастарĕсем вĕренекенсемпе профориентаци мастер-класĕсем ирттернĕ. Медицина пулăшăвĕ пани, графика дизайнерĕн ĕçĕнче хăйсене тĕрĕслени, пирвайхи электронлă микросхемăсем пуçтарни, çĕршыв историйĕпе çыхăннă пĕлÿсене çирĕплетни, команда йышĕнче ĕçлеме хăнăхни – пĕтĕмпех килĕшнĕ пулас выпускниксене. Студентсен Аслă Çĕнтерĕве халалланă концерчĕ акцие хутшăннисене пурне те хавхалану кÿнĕ. Хăнасем шкул, ял çыннисен кил-çурт таврашне юртан тасатма та пулăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code