Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыва кĕмелли вырăнсем

Шыва кĕмелли вырăнсем

Кăшарнинче – январĕн 19-мĕшĕнче ĕненекенсем Иисус Христос Туррăмăра Иорданра шыва кĕртнине уявлĕç. Пысăк праçник кунĕ халăх таса çăлкуçсенче, кÿлĕсенче вакăсем касса шыва кĕрĕ.

Районта шыва кĕмелли 8 вырăн хатĕрлеççĕ: Елчĕкре кирпĕч завочĕн çывăхĕнчи, Аслă Елчĕк, Хăвăлçырма, Элпуç, Турхан, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Питтĕпел ялĕсенчи тата вĕсен çывăхĕсенчи çăл куçсенче.

Шыва кĕрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе шыва кĕме вырăн хатĕрленĕ кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă. Шыва кĕрес йĕркесене çирĕп пăхăнасчĕ, çакă сывлăха тата пурнăçа упрать.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code