Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр шухăшлă пулмалла, пĕрле ĕçлемелле

Пĕр шухăшлă пулмалла, пĕрле ĕçлемелле

Коронавирус чирне пÿлес тĕллевпе йĕркеленнĕ республикăри оперативлă штабĕн ытларикун пулса иртнĕ черетлĕ ларăвĕ хыççăнах район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе районти штаб ларăвĕ те пулса иртрĕ.

Маларахри уйăхсенче Елчĕк районĕ инфекци ернисен тата вилнисен хисепĕпе, прививка тăвассипе те республика шайĕнче хĕрлĕпе палăртнисен шутĕнче тăчĕ пулсан, халĕ лару-тăру аванрах. Апла пулин те çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен Çĕнĕ çул уявĕнчи вăрăм канмалли кунсем хыççăн /ку вăхăтра уйрăмах çынсем вырăнтан вырăна нумай куçнă/ чир паллисемпе тата ытларах тĕл пулма пултарас хăрушлăх тухса тăрать. Кăçалхи январĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче те районта 6 çын коронавируспа чирленĕ. Вĕсенчен 3-шĕ вара прививка та тутарман пулнă. Вакцинаци – чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр мел пулнине нумай тĕслĕхре яр уççăн курса тăратпăр пулин те прививка тăвассине нумай çын хальлĕхе ыранхи вăхăта хăварать. Прививка тунă çын ăнсăртран чирлесе ÿкес пулсан ăна çăмăлтарах ирттернине, вилекенсем хушшинче те ытларахăшĕ вакцинаци тутарманнисем пулнине пĕлетпĕр.

Аслă ÿсĕмри çынсемшĕн çак чир тата пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Мĕншĕн тесен вĕсене нумайăшне вăраха кайнă чирсем асаплантараççĕ-çке. Вĕсен вара чиртен малтан асăрханмалла. Шел пулин те, хальлĕхе районта аслă ÿсĕмри çынсем хăйсен сывлăхĕ пирки çителĕксĕр канăçсăрланаççĕ темелле-ши; Вăй питти çулсенчи çынсем вакцинаци витĕр тухнин хисепĕ те тивĕçтермест. Çаксене тĕпе хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый штаб ларăвĕнче уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсен ăнланулăхне ÿстерес тĕллевпе прививка тума ĕлкĕреймен ватă çынсемпе уйрăммăн тĕл пулса ăнлантару ĕçĕсене йĕркелеме ыйтрĕ. Апла пулсан ял тăрăхĕсен, социаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен районти центр специалисчĕсен, районти тĕп больницăри медицина ĕçченĕсемпе ялсенчи фельдшерсен, активистсен аслă ÿсĕмри çынсем патне килĕрен çÿресе ăнлантару ĕçĕсене йĕркелемелле. Малтанласа прививка туман çынсен списокне çирĕплетмелле, мобильлĕ прививка пункчĕсем ял тăрăхĕсенче хăш кунсенче пулассин графикне çирĕплетмелле. Пурте пĕр шухăшлă, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен тин хăрушă чир çулне пÿлсе лартма пулĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code