Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 65 çул алла-аллăн тытăнса

65 çул алла-аллăн тытăнса

пурăнаççĕ Сăрьелĕнчи Фаритпа Нурзиям Сунгатуллинсем.

Çирĕп те туслă çемье — общество тĕрекĕ. Килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ, çĕршывшăн кирлĕ çынсем çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та эпир, ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем, çемье пĕлтерĕшне ỹстерес тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ çемье çуралнине регистрациленипе пĕрлех 50 е ытларах çул алла-аллăн тытăнса килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене юбилейсемпе чысласси те ырă та çирĕп йăлана кĕнĕ.

Çак кунсенче Сăрьелĕнчи Фаритпа Нурзиям Сунгатуллинсем (сăн ỹкерчĕкре) патĕнче пулма тỹр килчĕ. Сăлтавĕ те пысăк: кăçал районти пĕртен-пĕр мăшăр çемьен 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Фарит Закировичпа Нурзиям Фарахутдиновна «тимĕр» туй кĕрекине йышлă ачи-пăчине, тăванĕсене, хăнасене пуçтарчĕç. Ĕçчен мăшăра саламлакансем нумаййăн пулчĕç.

Фарит бабай тăван колхозра механизаторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн «Хисеп Палли» ордена, ВДНХн бронза медальне тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл «1974 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсене, «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ.

Нурзиям аппан ачалăхĕ çăмăл килмен. Амăшĕ ача çуратнă хыççăнах çĕре кĕнĕрен вăл амаçури амăшĕпе çитĕннĕ. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Хĕр ачан 7 çулта чухнех ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра вăй хунă.

Сунгатуллинсем 5 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ хисеплĕ мăшăр ачисемпе, 9 мăнукĕпе тата 12 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса кун кунлать.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code