Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сталинградшăн!…

Сталинградшăн!…

Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем пирĕн çĕршыв шăпине анчах мар, пĕтĕм тĕнче шăпине татса панă.

Фашистла Германи çак çапăçусен вăхăтĕнче Донпа Атăл шывĕсен хушшинчи тÿремлĕхе туртса илсе Сталинград хулине çавăрса илес, Атăл шывĕ тăрăх пыракан транспорт магистральне хупса хурас тĕллевлĕ пулнă. Плана пурнăçа кĕртни çапăçу вырăнĕсене чĕр тавара тÿртен турттарассинче пысăк чăрмав кăларса тăратнă тата пирĕн çарсене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ пулĕччĕ. Фашистсем ирсĕр планне пурнăçа кĕртни çĕршыв умне тата тепĕр пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă пулĕччĕ: тăшман Сталинград хулине илсен Япони тата Турци çĕршывĕсем те фашистсем майлă пулса Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçлас тĕллевлĕ пулнă.

Хулана хăвăрт туртса илес тесе нимĕçсем çĕнĕрен те çĕнĕ вăйлă çарĕсене пуçтарса вĕсене çапăçăва кĕртсех пынă. Çакă пирĕн çарсене те, хулара пурăнакансене те калама çук пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче хулари çапăçусем нихçанхинчен те хаяртарах пынă. Тĕтĕм-сĕрĕме пула кунпа çĕр пĕрлешнĕ тейĕн – нимĕн те курăнман. Ахальтен мар çак вăхăтра «Сталинградра çĕр çунать», – тенĕ. Ноябрĕн 19-мĕшĕ пирĕн çарсемшĕн ăнăçу илсе килнĕ. Артиллери персе тăнă хыççăн пирĕн 3 фронт та нимĕçсен оборонине çĕмĕрсе кĕрсе малалла ыткăннă.

1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем вĕçленнĕ. Совет халăхĕ çĕнтерĕве савăнса паллă тунă. Çав вăхăтрах Германинче 3 кунлăх наци траурĕ иртнĕ.

Хулашăн пынă çапăçу 200 куна тăсăлнă. Икĕ енчен те çухатусем пысăк пулнă. Çак çĕнтерÿ фашистсемшĕн хака ларнă, пирĕн çарсем вĕсен çар техникин пысăк пайне тата опытлă офицерĕсемпе салтаксене тĕп тунă. Пĕр сăмахпа каласан, тăшмана тĕпрен кисретнĕ, вĕсен майлисене малашне Германи çине шанса тăма май çуккине ăнлантарнă, нимĕçсем тытса илнĕ Европăри патшалăхсен халăхĕсене фашистсене хирĕç çапăçăва тухма çул уçнă. Совет Союзĕ çине халь-халь вăрçăпа тапăнас кăмăллă Япони вăхăтлăха çак шухăша пăрахăçланă, Турцире «нейтралитет» политикине тытса пырас шухăша мала хунă.

Историре пысăк сас паллипе çырăнса юлнă çак куна халалласа районти вĕренÿ тата культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Елчĕкри тĕп вулавăшра, сăмахран, «Çĕнтерĕве аса илер – Сталинградшăн пынă çапăçусене сăнарлакан кĕнекесем вулар» ятпа акци йĕркеленĕ. Кĕнекесен куравĕнче вулакан Ю.Бондаревăн «Горячий снег», В.Некрасовăн «В окопах Сталинграда», В.Гроссманăн «Жизнь и судьба», К.Симоновăн «Дни и ночи» тата ытти кĕнекесемпе паллашма пултарать. Шкулсенче те çак куна халалласа тĕрлĕ курав йĕркеленĕ, вĕренекенсене Сталинградпа çыхăннă фильмсем кăтартнă.

Районти историпе тăван тавралăх музейĕнче «Аслă Çĕнтерĕве çывхартма плакатсем те пулăшнă» ятпа курав ĕçлет.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code