Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 5,6 пин çын5,6 пин çын

5,6 пин çын5,6 пин çын

Иртнĕ çул РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри территори органĕсем пенси ÿсĕмĕнчи 5,6 пин çынна шута илнĕ.

4,3 пин гражданина ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну мелĕпе регистрациленĕ. 1,4 пинĕшĕ хăйсем клиент службисене заявленипе пынă.  Пенси ÿсĕмрисем валли çулленхи диспансеризаципе тата ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çыхăннă çĕнĕ çăмăллăхсем çирĕплетнĕ. Ку статуспа куçăм тапхăрне шута илсе пенсие тухма пилĕк çул юлнисем е 1968 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсем, 1963 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсем усă курма пултараççĕ. Çăмăллăхсене çавăн пекех ватлăхпа маларах пенсие тухма хатĕрленекенсене – нумай ачаллă амăшĕсене, сиенлĕ производствăра ĕçлекенсене, педагогсемпе медиксене – параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code