Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ енлĕ ултав (Калав)

Икĕ енлĕ ултав (Калав)

«Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран 

— Ан çун-ха ĕнтĕ, хĕрĕм, ун пекех. Авланнă — авлантăр. Турă пỹрмен ĕнтĕ эппин сире пĕрле пулма.

— Мĕнле-ха çунас мар-ха ĕнтĕ? Пĕрле пулăпăр тесе шантарсах пурăнчĕ те. Халăх умĕнче уççăнах çỹреме пуçларăмăр юлашки вăхăтра. Хамăн тантăшăмах качча илчĕ вĕт-ха тата. Йывăр çын пулнă тет Альтук. Манпа çỹренĕ хушăрах унпа вăрттăн тĕл пулнă эппин вăл. Юрать, тирпейлĕ çỹрерĕм эпĕ унпа.

Тăтăшах йывăррăн хаш та хаш сывлакан хĕрне лăплантарма пĕр вырăнлă сăмах та тупаймарĕ Феня аппа. Çĕрле те çывăраймасть, дояркăра тăрăшаканскер ирхине 3 сехетрех тăрса фермăна тухса каять. Маларах ирхи сăвăмран таврăнсан выртса канса илетчĕ, халĕ вара кăнтăрла та канмасть, вăхăт çитичченех фермăна васкать. Чĕлхесĕр янаварсемпе çунакан чунне лăплантарать пулинех.

Тăван хуçалăхра водительте тăрăшакан кỹршĕ ял каччипе Анатолийпе шăп 2 çул туслăн çỹрерĕ Клавдия. Пĕр кун сиктерми килетчĕ вăл ун патне, хĕр çывăракан кравать çумĕнчи чỹречерен ерипен шаккаса хăй çитнине систеретчĕ…

Феня аппан пĕр пỹлĕмлĕ пỹрчĕ ял хĕрринче ларать. Картишсĕр, хапхасăр хуçалăх. 1940 çулта пĕрлешрĕç вĕсем Петĕр мăшăрĕпе. Туй хыççăн 8 уйăхран вăрçă пуçланчĕ, тепĕр куннех Петĕре фронта илсе тухса кайрĕç. 4 уйăхран мăшăрĕ вилни пирки хыпар илчĕ хĕрарăм, пысăк хуйха пула Клавдийăна вăхăтсăр çуратрĕ.

Çăмăл пулмасан та хĕрне пĕчченех ура çине тăратрĕ амăшĕ, кил-çуртне тытса пычĕ. Хĕрарăм е арçын ĕçĕ — уйăрса тăма май пулмарĕ унăн. Çĕр улми лартмалли е кăлармалли вăхăтра çанăсене тавăрса яратчĕ те арçынсемпе тан сухапуç тытатчĕ. Качча илес тесе ялти тата кỹршĕ ялти хусахсем евчĕ янă тĕслĕхсем пĕрре анчах мар пулчĕç. Хĕрне ют çынпа ỹстерес, Петĕрĕн ырă сăнарне никампа та улăштарас килмерĕ хĕрарăмăн.

Клавье (çапла чĕнет ăна амăшĕ) çуралсанах вăрах вăхăт вăй илеймерĕ. Каярах та тăтăшах чирлесех тăчĕ хĕр ача. Пĕве кĕнĕ çулсенче анчах уçăлса кайрĕ вăл. 8 кил урлă пурăнакан Альтукпа уйрăлайми çỹрерĕç вĕсем, шкул хыççăн иккĕшĕ пĕрле фермăра ĕçлеме пуçларĕç.

Альтукăн амăшĕ чире пула çамрăкранах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ 5 ачине пĕччен пăхма кансĕр пулнипе тепре авланнă. Çемьене каярах тата икĕ ача хутшăннă. Йышлă çемьере çиме çăкăрĕ те çитмен. Хырăм выççи (амаçури амăшĕ апачĕсене арчана питĕрсе хуни пирки каласа паратчĕ Альтук) хĕр ачана час-часах Феня аппа çурчĕ енне туртатчĕ. Унăн çемйинче тăранса ỹснĕрен хăйĕн хĕрĕ евĕр туятчĕ ăна кил хуçи.

Альтук пăрчкан пек вăр-вар та чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕскер такампа та пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ, хăш чухне ултлама та ăстаччĕ. Клавдия вара ачаранах тỹрĕ чунлă пулма хăнăхнă, ултавшăн тантăшне час-часах ятласа та илетчĕ. Çапах та тусне хирĕç пĕр сивĕ сăмах та калаймастчĕ Альтук, лешĕ ун çине çивĕч те шăтаракан куçĕсемпе тинкернĕ чух аванмарланатчĕ. Пĕрле ỹссе çитĕнсе пĕрре те урлă пулса курман хĕрсем.

Культура çуртне пĕрле çỹрерĕç вĕсем. Альтука, хитре те тăпăл-тăпăл кĕллеткеллĕскере, каччăсем час-часах куç хыватчĕç. Пыл хурчĕсене хăй патне илĕртекен черчен чечекпе танлаштарма пулатчĕ ăна. Çỹллĕ те типшĕмрех, чĕмсĕртерех пулнăран-ши, е сăмаха пăт-пат таса хунăран, Клавдия патне пыма именетчĕç йĕкĕтсем.

Пĕринче кỹршĕ ялти çамрăксем хăйсен çывăх тусне Ивана салтака ăсатма пуçтарăнчĕç ялти клуба. Асăннă ушкăнри пĕр каччă хăйне куç хывнине малтанах асăрхарĕ-ха Клавдия, çапах та çакăн пирки тантăшне шарламарĕ. Клубра кино та кăтартрĕç çак каç.

Кино хыççăн васкамасăр кил енне утрĕç хĕрсем. Такам пилĕкĕнчен кап ярса тытнăран шарт! сикрĕ Клавдия. Çаврăнса пăхсан Анатолие асăрхарĕ. Çак кунран туслă çỹреме пуçларĕç пикепе йĕкĕт. Кашни кун килме пуçларĕ хайхи хĕр патне. Ялсене пĕрлештерекен кĕпер пулманран çурхи-кĕрхи кунсенче юхан шыв урлă карнă пăралукран çакланса каçатчĕ вăл, çил-тăманра та чỹречерен ерипен килсе шаккатчĕ. Хăйсем мĕн калаçни, ĕмĕтленни пирки пĕр пытармасăр Альтука пĕлтерме васкатчĕ Клавдия.

Вăхăт шурĕ. 17 çул тултарчĕç хĕрсем. Анатолий Клавдийăна пĕрлешесси пирки систерме пуçларĕ. Хĕсметре те пулнăскере ашшĕ-амăшĕ авлантарасшăн, асли пулнăран çурт туса уйăрса кăларасшăн иккен. Çак сăмаха çывăх çыннине пĕлтерсен ерипен туя хатĕрленме пуçларĕç амăшĕпе хĕрĕ. Юрату туйăмĕпе çунатланнă пике тỹпере вĕçрĕ… Анчах та унăн таса ĕмĕтне икĕ енлĕ ултав çапсах хуçрĕ.

Çăмăл мар пулсан та тỹссе ирттерчĕ пысăк хурлăха хĕр. Савнийĕ авланнă хыççăн хулана тухса кайрĕ вăл. Пир-авăр заводне ĕçлеме вырнаçрĕ. Кĕçех çамрăк специалиста пỹлĕм пачĕç. Ăнăçсăр юрату хыççăн качча тухма сĕнекен пĕрремĕш йĕкĕтпех пĕрлешме килĕшрĕ Клавдия. Пĕр цехра ĕçлекен мастер ырă та йĕркеллĕ мăшăр пулчĕ уншăн. Семен пурнăç тăршшĕпе те пĕр сивĕ сăмах та каласа курмарĕ арăмне. Хĕрпе ывăл çитĕнчĕ килĕшỹллĕ çемьере. Анатолийпа Альтукăн пурнăçĕ ăнмарĕ темшĕн. Йывăр çын чухнех ачине çухатрĕ Альтук. Турă урăх амăшĕ пулма пỹрмерĕ ăна. Упăшки тепĕр хĕрарăмпа явăçса кайса Çĕпĕре тухса кайсан пĕччен тăрса юлчĕ çамрăк хĕрарăм. Ĕмĕрне çапла пĕчченех ĕмĕрлесе ирттерчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code