Сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17906,4 гектар (76,7 процент), пурĕ 758119 центнер çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 42,3 центнерпа танлашать.
Кĕрхи культурăсене 1150 гектар (25 процент) акнă.
Фермăсенчи ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма 6494 тонна (130 процент) утă, 46366 тонна (121 процент) сенаж хатĕрленĕ.

