Кашни çул йĕркелекен «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккăсене хула çыннисем анчах мар, ялта пурăнакансем те хапăл туса йышăнаççĕ. Кунта вĕсем вырăнти тавар туса кăларакансем çитĕнтернĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕçе тивĕçтерекен хакпа туянма пултарни — чи кирли.
Кăçал «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккăна сентябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 12-мĕшĕччен кашни шăматкун йĕркелесе ирттерме палăртнă. Елчĕкре кашни шăматкун иртекен пасарта та çак тапхăрта апат-çимĕçре усă курма е вăрлăх валли тĕрлĕрен пахча çимĕç туянма пулĕ.

