Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăх ярмăркки вăй илчĕ

Ял хуçалăх ярмăркки вăй илчĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвне пурнăçласа хальхи вăхăтра кашни шăматкун республикăри хула-районсенче ял хуçалăх ярмăрккисем иртеççĕ.

Пурнăçри лару-тăрăва кура юлашки вăхăтра суту-илỹре ял хуçалăх продукчĕсем хакланни куç кĕрет. Апла пулсан, апат-çимĕçре усă курмалли продуктсене туянма та кĕсьерен ытларах укçа-тенкĕ тухса каять-çке. Çакна шута илсе вырăнта туса илнĕ экологи тĕлĕшĕпе таса, йỹнĕ пахча çимĕçпе ытти продуктсене халăха ирĕккĕн туянма майсем туса парас тĕллевпе çак ярмăрккăсене йĕркелеме йышăннă. Кунта вара çынсене тавара йỹнĕрех хакпа туянма, аграрисене ытлашши продукцие вырнаçтарма майсем уçăлаççĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче — апрелĕн 2 тата 9-мĕшĕсенче хамăр районти тĕп пасарта та ял хуçалăх таварĕсемпе сутă тăвакан ярмăрккă ĕçлерĕ. Кунта çынсем «Прогресс» АХОра аш-какайран хатĕрлекен тĕрлĕрен продукцие тата «АСК-Яльчики» ООО сĕнекен апат-çимĕçре усă курмалли тата вăрлăхлăх çĕр улми туянма пултарчĕç.

Ярмăрккăна хутшăнакан ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене, уйрăм хушма хуçалăхсене суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕр уйăрнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code