Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çемьесен парадĕнче»

«Çемьесен парадĕнче»

Округ центрĕнчи культурăпа кану паркĕнче иртнĕ «Çемьесен парачĕ» уява нумай мăшăра йыхравланă.

Мăнукĕсене качча пама е авлантарма хатĕрленекенсем те, хальтерех пепкесене алла илнисем те хутшăннă унта. Аслă Таяпари Сядуковсен — Вячеслав Васильевичпа Галина Аркадьевнăн пĕр çулпа алла-аллăн утма тытăнни 40 çул çитнĕ. Кил хуçи чылай çул «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăна ăнăçлă ертсе пырать, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. Мăшăрĕ ялти шкулта математика предметне вĕрентнĕ, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Анатолий Николаевичпа Людмила Николаевна Кузнецовсен (Елчĕк) пĕрлехи пурнăç стажĕ 44 çулпа танлашать. Çемье пуçĕ хăйĕн пĕтĕм кун-çулне пушар хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă, мăшăрĕ те пĕр вырăнта çеç — 40 çула яхăн пĕр улшăнмасăр Елчĕкри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Çитĕнĕвĕсене кура ăна «Халăх çут ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă.

Уявра чи сумлисем вара Аслă Пăла Тимешĕнчен килнĕ Николаевсем — çывăх вăхăтра пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр çитнине кĕтсе илме хатĕрленекенсем. Валерий Максимович 8 класс пĕтерсен «Победа» колхозра ĕçлеме пуçланă, 1967 çултан вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен водительте тăрăшнă. Ун хыççăн тата пилĕк çул. Антонина Васильевна колхоз ĕçне дояркăран пуçланă. Каярахпа участокри больницăна повара вырнаçсан çавăнтанах пенсие тухнă.

Николаевсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Пилĕк ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, пурин те икшер ача.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code