Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Сиктерме чăвашсене пуçтарчĕ

Сиктерме чăвашсене пуçтарчĕ

Июлĕн 8-мĕшĕнче Тутарстанри Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă ялта — Сиктермере Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă чăвашсен Уявĕ иртнĕ. Кунта ăна кăçалхипе 10-мĕш хут йĕркеленĕ.

«Çĕнĕ Сăвар» турист комплексĕнче пуçтарăннисене Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Марат Ахметов, «Звениговский» ЯХПК пуçлăхĕ Иван Казанков, чăвашсен федераци наципе культура автономийĕн председателĕ Николай Гаврилов тата ыттисем саламланă.

Уяв 15 пин çынна илнĕ хăй ытамне вăл кун. Ачасем, çамрăксем валли те лапамсем, куравсем, мастер-классем ĕçленĕ, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Акă, «Аталан» фестивале хутшăннисем «Хузангаевское» предприятире экскурсире пулнă, вокал, ташă ăсталăх класĕсене хутшăннă. Алексей Московский юрăçпа тĕл пулни те хăйне евĕр чĕрĕлĕх панă вĕсене.

«Уяв пикине» те суйланă унта. Кăçал 11 хĕр хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Енрен виççĕн кăна пулсан та, пĕри — пирĕн округран: Юлия Воронцова. Вăл уйрăм номинацире палăрса Диплома, хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Уявра Иван Яковлев Аслă Патриархăмăр та «пулнă». Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов калăпланă. Вăл чăвашсене ырă кун-çул, тăван чĕлхене упрама суннă, пил панă.

Поэзипе прозăна юратакансем Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат тавра пуçтарăнса тăван чĕлхемĕрĕн хăватне çĕкленĕ.

Пултарулăх коллективĕсем вăййа тухма, тĕрлĕ фестиваль-конкурсра хăйсен юрри-ташшипе паллаштарма пултарнă. Хăнасем Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» халăх хорĕн, Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕн хĕрарăмсен «Шуçăм», арçынсен «Тускил» вокалпа инструмент ансамблĕсен ăсталăхне курса киленнĕ. Иван Шурбин «Тускилĕсем» вара пушă алăпа килмен. «Выля, хут купăс» конкурсра çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçнĕ. Ку вăл — 40 ытла уйрăм сцена ăсти тата коллектив хушшинче!

Сиктерме çĕршыври пĕтĕм чăвашсен илемлĕхпе ăс-хакăл культурине упракан, аталантаракан вырăн пулса тăнă тесен те йăнăш мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code