Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Аттене пĕрре кăна курасчĕ…»

«Аттене пĕрре кăна курасчĕ…»

Эпĕ Чăваш Тăрăмĕнче 1939 çулта çуралса ỹснĕ. Халĕ мана унта астăвакансем те çукрах пулĕ ĕнтĕ. 1957 çулта Тутар Республикинчи Мензелинскри ял хуçалăх техникумне пĕтерсен Çĕпрел районне ĕçлеме янă та, çавăнта çемьеленсе тĕпленнĕ. Анчах хамăн пурнăç çинчен çырма тĕллев лартман — атте çинчен пĕлтерес тетĕп.

Манăн атте, Александр Романович Шишкин, 1916 çулта кун çути курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă хыççăн ун çинчен «Хыпарсăр çухалнă» текен хут кăна килнĕ. Эпĕ ун чухне 2 çул та сакăр уйăхра çеç пулнă…

Пĕчĕккĕ чухне эпир «Атте, тен, таврăнĕ-ха» текен ĕмĕтпе, аттеллĕ ачасене ăмсанса ỹсрĕмĕр. Анчах пире аттен чĕркуççийĕ çине ларма, вăл пурнăç çинчен вĕрентсе каланисене илтме пỹрмерĕ.

Пиртен ылханлă вăрçă аттене вăрларĕ. Аттене кăна та мар… Аттепе аннен икĕ ачинчен пĕри — манăн тете — вăл вăхăтри выçлăха чăтаймасăр çĕре кĕчĕ.

Ỹссе çитĕнсен те çывăх çыннăма кĕтсе пурăнтăм эпĕ. Вĕренсе тухса алла професси илсен, мăшăрлансан, ачасем ỹстерме пуçласан, пуçра: «Эх, аттен вилтăприне кăна пулсан та, курасчĕ», — текен шухăш явăнчĕ. Анне каланă тăрăх, манăн атте питĕ лайăх çын пулнă. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне хĕсмете илнĕ. Енчен те çав ылханлă вăрçă пуçланман пулсан атте 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче киле таврăннă пулĕччĕ. Эпĕ те аттеллĕ пулса çитĕннĕ пулăттăм, тата та шăллăмсемпе йăмăксем пулнă пулĕччĕç. Анне атте вăрçăра танкист пулса çапăçни пирки калатчĕ. Хыпарсăр çухални çинчен çырнă хут çинче те «Танкист Шишкин» тенĕ. Эпĕ ăна мĕн чухлĕ шыраттарсан та, ниçтан та тĕплĕ хурав илеймерĕм.

2020 çулхи май уйăхĕнче пирĕн çемьешĕн хумхантаракан пулăм пулчĕ. Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Кахăрлă ялĕнчен Абдрахмановсен килĕнчен шăнкăравларĕç. Вĕсем хăйсен аслашшĕне интернет урлă шыранă чухне пирĕн аттен хушаматне те тĕл пулаççĕ. Çакăн çинчен пире пĕлтерсен, эпир çак сайтри йĕркесене курнă хыççăн, ку çын чăнах та манăн аттем пулни пирки иккĕленмерĕмĕр. Ильгиз ывăлăм вара мана атте пуçне хунă вырăна илсе те кайрĕ.

140-мĕш танк бригадин çар чаçĕ Ростов облаçĕн Тарасов районĕнчи Аслă Тарасовка çывăхĕнче вырнаçнă пулнă. Унти архиври документсенче атте службăра тăнă танк бригади июлĕн 12-мĕшĕнче чаçрен кайса çапăçăва кĕни паллă. «Хыпарсăр çухалнин» кунĕ — июлĕн 14-мĕшĕ. Интернетра асăннă ял çумĕнче пынă çапăçусем çинчен информаци тупрăмăр:

«Рано утром 15-ой бригаде была поставлена задача: «…к 12.00 13.07.42 г. развернувшись на рубеже 5-6 км восточнее В.Тарасовка, уничтожить противника в районе Тимошевка и выйти на рубеж Антоновка, Екатериновка, Тимошевка. Если же противник пойдет на юг, бригада атакует в направлении Косоворотовка, Пеховка. Справа «Вскоре следом за разведкой на пригорке показалась немецкая колонна, двигавшаяся к хутору 2 группами в 75 танков действует 140-я тбр, уступом слева — 5-я гв. Тбр».

«Через некоторое время уже 55 немецких танков развернутым строем атаковали деревню».

Çак «тимĕр аçтахасен» тытăçăвĕнчен манăн атте те сывă тухайман. Çĕршер юлташĕ пекех çунса вилнĕ тесе шутланă.

Ачалăхăмри ĕмĕтĕм — аттене курас ĕмĕт — пурнăçланмасан та, Турă мана çак ял çумĕнчи тăванла масарти вилтăпри çине атте ячĕпе чечексем хума пỹрчĕ. Вăл тăрăхра çỹренĕ чухне сывлăш пỹлĕнет, чĕре хăвăрттăн тапать — палăксем паттăрла пуçĕсене хунă салтаксен куçĕсемпе пăхса тăраççĕ тейĕн. Атте пулнă вырăнсенче çỹренĕ, унти сывлăша сывланă чухне, çапăçусем мĕнле вăйлă пулнине, ялсене çав вăхăтра çĕрпе тикĕсленине киноран кăна мар, шăпах çав вырăнта тăнă чухне туйнипе аттепе мăнаçланасси татах та ỹсрĕ. Чун-чĕрере вара: «Эх, атте, сана пĕрре кăна курасчĕ, «хĕрĕм» тенине пĕр хут кăна илтесчĕ», — текен шухăш пур пĕрех тăрса юлчĕ…

Вера Азизова-Шишкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code