Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Мемориалпа паллашнă

Мемориалпа паллашнă

Округри пенсионерсен канашĕ аслă ăрури çынсене самана таппинчен юлмасăр мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать, кулленхи пушă вăхăтне усăллă йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çапла майпа вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленисĕр пуçне, тĕрлĕрен экскурсисене тухса çỹреççĕ.

Иртнĕ кунсенче округри тивĕçлĕ канури ватăсем, вĕсемпе пĕрле ветерансен «Туслăх» хорне çỹрекен хастарсем Куславккари чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене халалланă мемориалта пулса курнă. Вера Васильева, Галина Московская, Дарья Кудряшова, Зинаида Портнова тата ыттисем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăваш халăхĕн паттăрла ĕçĕсене ĕненмелле сăнарлакан, кун-çул кĕнекине ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă çак асра юлмалли вырăна çитсе курма пултарнăшăн, чăннипех, кăмăллă юлнине пĕлтереççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: ветерансен пĕр ушкăнĕ — Куславккара .

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code