Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Тĕрĕслев йĕркелемен

Ытларикун Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев сывлăх сыхлавĕн сферинчи ĕç-пуçа татăклăн тишкернĕ.

Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче коррупципе çыхăннă 26 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Кăçал вара пилĕк уйăх çурăрах çак кăтарту 17-е çитнĕ. Шурă халатлă çынсенчен нумайăшĕ укçашăн саккунпа урлă пулма хатĕррине Денис Александрович йышлă тĕслĕхпе çирĕплетнĕ. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри, ун шучĕпе, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ведомство тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелеменни.

Ларура ытти сферăра йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене те асăннă.

Астăвăм вырăнĕ

Шупашкарти «Çĕнтерỹ» мемориал паркĕнче ятарлă çар операци паттăрĕсене халалланă палăк пулĕ.

Виçĕмкун пулас астăвăм вырăнне чул хунă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев памятник пулас ăрусем валли кирлине, ентешсен паттăрлăхне сума сунине, патриотла воспитани парассинче пĕлтерĕшĕ пысăк пулассине пĕлтернĕ.

Палăк Çар Мухтавĕн монуменчĕпе юнашарти уçă вырăнта çĕкленĕ, Атăл енчен те лайăх курăнĕ. Ĕçе васкавлă, архитектурăпа сăнарлăх конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ хыççăнах пуçăнма палăртнă.

Çулталăкне икĕ хут ỹсĕ

Раççей Федерацийĕн Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерстви 2025-2026 çулсенче çулталăкра пенсие икĕ хутчен индексацилессине пĕлтерет.

Акă, сăмахран, 2024 çулхи январь уйăхĕнчен пенсие 5,3 процент индексацилес тĕллевлĕ. Ĕçлемен пенсионерсем вăтамран алла 22772 тенкĕ илĕç. 2025 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл — 4 процент, апрельтен 3,8 процент ỹсĕ. Çапла вара пенсин вăтам виçи 24120 тенкĕпе танлашĕ. 2026 çулхи февраль уйăхĕнчен — 4 процент, апрельтен 2,8 процент ỹсмелле. Çулталăкри пенсин вăтам виçи 25690 тенке çитĕ.

«Çирĕп çемье» проект

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» регионти йышăну пỹлĕмĕнче «Çирĕп çемье» проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлĕ канашлу иртнĕ.

Унта сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасен çуллахи канăвне йĕркелессине тата çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине пăхса тухнă. Ку енĕпе Республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центр регионти предприятисемпе тата организацисемпе 696 килĕшỹ тунă. 13401 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ. Пухăннисем пĕлỹ учрежденийĕсенче «Çемье пурнăçĕнчи этикăпа психологи» вĕренỹ программине пурнăçа кĕртессине сỹтсе явнă. Вăл «Çирĕп çемье» проекта кĕрет. Проект çемье правине хỹтĕлес, унти йăла-йĕркене аталантарас, çемье институтне çирĕплетес тĕллевлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code