Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăвара палăрнă

Пăвара палăрнă

Тутарстанри Пăва хулинче СССР тава тивĕçлĕ, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Сабирзян Нафикова асăнса йĕлтĕрçĕсен округри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Утмăл ытла спортсмен йышĕнче Хусансем те пулнă. Елчĕксем вĕсен хушшинче пачах та аптăраман. 18-40 çулсенчи йĕлтĕрçĕсенчен Аслă Таяпари Даниил Медведев чемпион наградисене тивĕçнĕ. Роман Ильинпа (Елчĕк шкулĕ) Артем Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль) 15-17 çулсенчи тантăшĕсене кая хăварса 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code