Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призывниксене ямĕç

Призывниксене ямĕç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи 691 номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн, ноябрĕн 1-мĕшĕнчен черетлĕ призыв кампанийĕ пуçланать.

Призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн спецопераци ирттерессипе тата уйрăммăн мобилизаци тăвассипе çыхăннă ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ. Граждансен шикленĕвне сирсе çакна пĕлтеретĕп: призывăн мероприятийĕсем Украинăра иртекен ятарлă çар операцийĕпе ниепле те çыхăнса тăмаççĕ. Призыв кампанийĕ малтанхи евĕрех Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе палăртнă сроксенче тата планпа палăртнă йĕркепе пурнăçланĕ. Призывниксем ятарлă операцие хутшăнмĕç — вĕсен служби Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи çар подразделенийĕсенче иртĕ.

Призывпа çар ретне тăрасран хăрамалла мар. Призывниксенчен нумайăшне вĕренỹ соединенийĕсемпе çар чаçĕсене ярĕç, унта вĕсем хальхи техникăна, çарпа учет специальноçне алла илĕç.

Ку призывра Чăваш Республикинчен пĕр пине яхăн çамрăк çар ретне тăрĕ. Элитлă çар чаçĕсене илес пулсан, сывлăх, кăмăл-сипет çирĕплĕхне, ỹт-пỹ пиçĕлĕхне, çар специальноçĕсем пуррине кура унта кама ярассине призыв комиссийĕ палăртĕ.

Çар комиссариатне чĕнỹ пуçламăшĕнчех килнĕ призывниксен хăш çарсене каяссине суйласа илес енĕпе çул-йĕр анлăрах пулĕ. «С» категорири водителĕн специальноçне алла илес текен призывниксен хăйсем пурăнакан çар комиссариатне пымалла — вĕсене тỹлевсĕрех вĕрентеççĕ.

Республикăри çар комиссариачĕсенче 2023 çулта 11-мĕш класран тата техникумсенчен вĕренсе тухакан, РФ Оборона министерствин çарпа вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес текен кандидатсене суйлас ĕç пуçланнă. Хăйсен пулас профессине суйласа илме ĕлкĕрейменнисене те кунтах сĕнỹсем парĕç, çар специальноçĕсене алла илме пулăшĕç.

Б. ХОЛИКОВ,
Чăваш Республикин çар комиссарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code