Понедельник, 16 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Мирлĕ пурнăçа — утăм»

«Мирлĕ пурнăçа — утăм»

проектпа килĕшỹллĕн СВО салтакĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшассине Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви хăй çине илнĕ.

— Пирĕн ĕçри тĕп çул-йĕр — Тăван çĕршыв сыхлавçисене хỹтĕлесси, ветерансене пулăшасси, çемьесене, нушаллă çынсене пăхасси, — палăртать Алена Елизарова министр.

Пулăшăвăн çĕнĕ мелĕсене палăртмалла. Тĕслĕхрен, Раççей Геройĕсен тата орденпа чысланă салтаксен çĕр лаптăкĕ вырăнне сертификат илме май пур. Унсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен тỹлевĕсене икĕ хут ỹстернĕ. Вĕсене сусăрлăх ушкăнне кура кашни ветерана уйăхсерен параççĕ. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕн Указĕ тăрăх суран йывăрлăхне кура тỹлев шайне пăхса хăварнă, 50 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран.

«Мирлĕ пурнăçа — утăм» проект ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çеç мар, вĕсен çемйисене те пулăшать. Проект тĕрлĕ отрасльти специалистсене пĕрлештерчĕ, кунта адвокатсем, нотариуссем, строительство, вĕрентỹ представителĕсем, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем тата ыт. те хутшăнаççĕ. Кăçал çак ĕçе прокуратура ĕçченĕсем те явăçрĕç. Кашни муниципалитетри координаци центрĕсем çемьесене уйрăммăн тимлĕх уйăрас, социаллă хỹтлĕхĕн мĕн пур мерине илме пулăшас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне асăнса хăварас килет: СВОна хутшăнакансен ачисене шкулта, колледжра, техникумра тỹлевсĕр апатлантараççĕ. çавăн пекех вĕсене стипенди тỹлеççĕ (шкулсенче çеç мар, ытти вĕрентỹ заведенийĕнче те). Пепкисем ача садне тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ.

Салтаксем вара хăйсен çемйишĕн лăпкă пулччăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code