Ял пурнăçне ĕç кăна чун кĕртет.
Ĕçсĕр ялта юрă илемĕ те çук.
Чи йывăрри — хăвна çĕнтересси.
Хăвăн йăнăшусемшĕн обществăна айăплама кирлĕ мар.
Чир-чĕре суйламаççĕ.
Ырă ят çичĕ сыпăка çитет.
Çурхи тĕлĕк çурма ăслă.
Мĕн пуррине хаклама пĕлес пулать.
Ỹркенчĕк хĕр çине пĕркенчĕк ỹкмен.
Теприн çăварне хупма кăткăс мар, хăвăн чĕлхỹне чарасси питĕ йывăр.
Çивĕч чĕлхе — пултарулăх, вăрăм чĕлхе — наказани.
Слон çумĕнче моçка йытă та паттăр.
Пурнăç вăл — кустăрма.
Ĕçчен алă ĕç ыйтать.
Йышпа тăвакан ĕç ỹсĕмлĕ.
Уйри пуянлăх — пỹлмери мар.
Пурнăçра хрусталь ваза кăна мар, тăмран тунă чỹлмек те кирлĕ пулма пултарать.
Никама та телейлĕ пулма чармаççĕ — пĕтĕмпех хăвăнтан килет.
Çын кĕнекепе çитĕнет.
Н.ГАВРИЛОВ.

