Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксенчен юлмасть

Çамрăксенчен юлмасть

Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пырать. Ырсамай улăхĕнче тĕрлĕ ăмăртусем, конкурссем иртеççĕ, сцена çинче янăракан кĕвĕ-юрă тавралăха сарăлать. Турник çинче туртăнакансен тупăшăвĕ пынă вырăна самантлăха тесе чарăнтăм та вăл вĕçленичченех унтан тапранаймарăм.

Ытларах чухне шкул ачисен аслă класĕсенче вĕренекенсем, тинтерех çеç çар тумне хывнă яшсем хутшăнакан ăмăрту хальхинче те çивĕч пуçланчĕ. Акă, вĕсенчен пĕри турник çинче 15 хутчен туртăнчĕ, тепри 16 хутчен. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш юлашки вăйĕсене пухса пулĕ малтисенчен иртсе кайрĕç. Пиллĕкмĕш атлет вара турник çинче 25 хутчен туртăнса куракансене тĕлĕнтерчĕ. Акă, ăмăрту судйи Виктор Демьянов черетпе улттăмĕш спортсмена чĕнсе кăларчĕ. Ку вăл ыттисем пек çамрăк мар, куçпа пăхса 60 çултан кая мар арçын пулнăран-ши, вăл вăй питти яшсемпе тан кĕрешессе шанмасăр пăхрĕç. Анчах вăл турник çинче яшсем пекех çăмăллăн туртăнма тытăнчĕ, 10 хутчен, 13 …, 15… Çакна курса тăракансем арçынна хавхалантарма тытăнчĕç. 17 хутчен туртăннă хыççăн алă çупса ăсатрĕç. Кашт вăхăт иртсен ун патне пырса паллашмасăр, ăçтан пулнине пĕлмесĕр чăтаймарăм.

— Петр Андреев, Кушкă ялĕнчен, — паллаштарчĕ хăйĕнпе. — 67 çулта.

Турник çинче пĕлтĕр те тупăшнă иккен, виççĕмĕш пулнă. Хальхинче вăл кăшт маларах çеç ветерансен ушкăнĕнче кире пуканĕ йăтса иккĕмĕш тухнă та, аллисем канса ĕлкĕрейменрен тивĕçлипе ăмăртайман-мĕн. Килте вăл кашни кунах 20 хутран кая мар туртăнать.

Çав кун Петр Васильевичпа нумаях вăхăт калаçма май килмерĕ те ун çинчен хаçат тусĕ, краевед Илья Трофимов телефонпа çапла каласа пачĕ:

— Петр Андреев «Победа» колхозăн эпĕ ертсе пынă Кушкăри комплекслă бригадинче нумай çул механизаторта ăнăçлă вăй хучĕ, пысăк хуçалăх салансан ялти пĕрлешỹллĕ хуçалăхра тăрăшрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Çамрăк чухне районти ăмăртусенче икшер пăтлă икĕ кире пуканне йăтатчĕ. Халĕ те кашни кун тенĕ пекех ялти спорт площадкинче курнăçатпăр. Вăл турник çинче туртăнассипе тимлет, эпĕ тренажерсемпе ĕçлетĕп. Пултаруллă арçын, ĕçре кăна мар, спортра та çамрăксенчен юласшăн мар.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code