Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх кирлĕ

Тимлĕх кирлĕ

Çурхи тата çуллахи тапхăрта ялсенче анчах мар, вăрмансенче тата унăн лаптăкĕсенче пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Çавна май кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 127 номерлĕ йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн республика территорийĕнче паянтан пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕрет, вăл халăха пушартан сыхланма, вăрмансен çывăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулма хистет.

Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, общество пĕрлĕхĕсен, вăрман çумĕнче пурăнакан уйрăм çынсен тата çак территоришĕн яваплă граждансен юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланиччен е юр çăвичченех вăрман çумĕнчи 10 метр лаптăка çỹп-çапран, типнĕ курăкран, вут-çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрсенчен тасатсах тăмалла, е вăрман çумĕпе сухаласа йĕр (вăл 0,5 метрпа танлашмалла) тумалла. Халăхăн çак тапхăрта вăрмана кĕрсе çỹреме, кăвайт чĕртме, типĕ курăка е çỹп-çапа, ытти хатĕре çунтарма юрамасть.

Саккуна пăсакансене пуçран шăлмаççĕ. РФ административлă право йĕркине пăсни пирки калакан Кодексĕн 20.4 статйипе килĕшỹллĕн, пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăйра тăнă вăхăтра йĕркене пăснă уйрăм граждансене 2000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ, должноçри çынсене — 15000-30000, юридика сăпачĕ йĕркелемен предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнчи çынсене — 30000-40000, юридика сăпачĕсене 200000-400000 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.

Пушарсен пысăк пайĕ халăхăн тимсĕрлĕхне тата асăрханусăрлăхне пула тухать, унран сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнасчĕ, тимлĕ пуласчĕ.

А.САЙКИН.
В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code