Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Акцие хутшăнчĕç

Акцие хутшăнчĕç

Елчĕк территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине тата Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалласа йĕркеленĕ «Асăну сачĕ» акцие пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.

Ĕнел ялĕнчи Анатолий Анисимовпа унăн мăшăрĕ — Людмила пуçарнипе 150 тĕп йывăç хунавĕ лартнă. Елчĕкри Больничная урамра пурăнакансем вара хыр, чăрăш тата юман йывăçĕсен çамрăк хунавĕсене пĕр харăс 300 тĕп лартса хăварнă.

— Эпир, пĕр урамра пурăнакансем, çак ĕçе чун ыйтнипе пурнăçларăмăр. Фронтран таврăнайман ентешсене ĕмĕрлĕхе асра тытнине палăртса хамăр алăсемпе çĕклесе лартнă палăк тата нумай çуллăха пирĕн ачасемпе мăнуксен асĕнче юласса шанса тăратпăр, — тенĕ çут çанталăк тусĕ — Валерий Соколов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code