Людмила Анисимова ертсе пыракан инвалидсен обществăлла организацийĕн округри уйрăмĕн членĕсем кирек хăш мероприятире те пысăк хастарлăхпа палăраççĕ.
Иртнĕ кунсенче вĕсем харăсах икĕ мероприятие — республикăри инвалидсен организацийĕсем хушшинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Хорсен тупăшăвĕ» конкурс-фестивале тата «Паттăрсем пирĕнпе юнашарах!» ятпа ирттернĕ фотоконкурса хутшăннă.
«Хорсен тупăшăвĕ» конкурс-фестивальте Елчĕксен пултарулăх ушкăнĕ ятарлă номинацире лауреат ята тивĕçнĕ. Фотоконкурса хутшăннă Анатолий Анисимов (Ĕнел), Анатолий Константинов (Курнавăш), Эльвира Морозова (Кушкă), Алина Иванова (Хăвăлçырма), Алексей Алексеев (Çĕнĕ Пăва) ĕçĕсене те компетентлă жюри пысăка хурса хакланă. Анатолий Анисимов вара иккĕмĕш вырăна тухса Диплома тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.).

