Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Шанчăк пур

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри наркологи диспансерĕнче 19 пин ытла эрех ĕçекен çынна шута илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4,9 процент сахалтарах. Эрех ĕçекен хĕрарăмсен шучĕ вара, шел пулин те, 1,6 процент ÿснĕ. Çакă, паллах, тарăн шухăша ярать.

Эрех сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Ун вырăнне усă куракан шĕвексем тата та сиенлĕрех. Çавăнпа та вĕсем çинчен чарăнса тăни питĕ вырăнлă пулĕ. «Хаяр шĕвексем» çыннăн пуçне эрех пекех анратса яраççĕ. Вĕсен шутне одеколон, лосьон, денатурат, растворитель, кантăк тасатмалли шĕвек, тĕрлĕрен спиртсем кĕреççĕ. Çак шĕвексемпе килти хуçалăхра анлăн усă кураççĕ. Алкоголизм чирĕпе аптракансем вара мухмăра чăтаймасăр çав шĕвексене час-часах ĕçеççĕ, вилсе каяссине те шута илмеççĕ.

Одеколон, кантăк тасатмалли тата çавăн евĕр шĕвексем пуç мимине тата шалти органсене питĕ вăйлă сиенлеççĕ. Вĕсене усă курнă хыççăнах çын аптрама пуçлать, унăн пуçĕ, вар-хырăмĕ ыратать, вăй çукки канăç памасть. Кун пек çыннăн пурнăçран уйрăлса каяс шухăш та çуралать. Нумайăшĕн куçĕсем курма, хăлхисем илтме пăрахаççĕ. Çитменнине куç умĕнче темтепĕр курăнма пуçлать.

Хăш-пĕри метил спиртне те ĕçме хăрамасть. Унăн шăрши те, тĕсĕ те çук. Çак спирта ĕçнĕ хыççăн нумайăшĕ вилет, чылайăшĕ суккăр пулса юлать. Хăрушă шĕвексен шутне сăмакун та кĕрет. Темле тасатма тăрăшсан та унра сиенлĕ япаласем, уйрăмах сиушлă çусем, юлаççĕ. Сиушлă çусем ÿт çине хăй тĕллĕн лексен çунтараççĕ. Çавăнпа та сăмакуна пĕрмаях ĕçсен мĕн пулĕ-ши çыннăн ăш-чиккинче?

Çакна палăртса хăвармалла: сăмакун ĕçсен çын хăвăрт ÿсĕрĕлет, часах урăлаймасть, ухмах çын пек çÿрет. Ăна тăтăшах ĕçекенсен апат хырăмлăхĕ, пĕвер, пÿре юрăхсăра тухаççĕ.

Тĕслĕхсем илсе кăтартас килет. Виктор 31 çулхи арçын. Хăй каланă тăрăх, вăл 18 çултах эрех ĕçме пуçланă. Юлашки 4 çул вара ăна эрни-эрнипех чарăнмасăр усă курнă. Урă пурнăçпа пĕр-икĕ эрнерен ытла пурăнма пултарайман çамрăк. Эрне чарăнмасăр, ĕçе каймасăр ĕçсе пурăннă хыççăн, мухмăрла çăрана çемĕçтермелли шĕвеке тутаннă. Ун хыççăнах хăйне питĕ япăх туйма пуçланă. Чĕри, вар-хырăмĕ ыратнă, пуçĕ пĕр чарăнмасăр сĕм вăрман пек кашланă, ал-ури пачах та итлемен, вăй-халĕ чакнă, çывăрайман. Вăхăтра тухтăрсем пулăшнипе кăна вилĕмрен çăлăнса юлнă вăл. Хăйне мĕнле япăх пулнине асра тытса, урăх нихăçан та эрех ĕçместĕп тесе врачсене шантарать, тăрăшсах сипленет.

34 çулхи Евгений те «симĕс çĕленпе» туслă пурăннă. Арăмĕпе ачисем ăна чăтаймасăр уйрăлса кайнă. Мухмăрла хăйне питĕ япăх туйнă пирки Евгений метил спиртне ĕçнĕ. Васкавлă пулăшупа больницăна илсе çитерсен те тухтăрсем ăна çăлса хăварайман. Токсикологи уйрăмĕнче тепĕр кунне вилсе кайнă.

Асра тытмалла, эрех-сăра нихăçан та ырри патне илсе пымасть. Çавăнпа та сиенлĕ йăлапа туслашмалла мар, врачсем патне кайса вăхăтра сипленмелле. Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем наркомани тата алкоголизм чирĕсемпе чирлекенсене тата вĕсен çывăх çыннисене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче анонимлă наркомансен, алкоголиксен ушкăнĕсем те ĕçлеççĕ.

Пулăшу кирлисене Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă республикăри наркологи диспансерĕн уйрăмне чĕнетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 23-41-82, 23-41-60, 58-03-84.

А.АНДРЕЕВА,
республикăри наркологи диспансерăн реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code