Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Çак хăрушă чире сиенлĕхĕпе тĕрлĕрен пулма пултаракан вируссем пуçарса яраççĕ. Вĕсем çулран-çул вăйланса, улшăнса пырса çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕпе ытларах куçса çÿрекен вĕçен кайăксем чирлеççĕ. Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсем чирлĕ е чирлесе ирттернĕ вĕçен кайăксем вараланă сывлăш, шыв, апат е вĕсен каяшĕсем урлă чирлеççĕ. Грипп вирусĕ çынна чирленĕ е вилнĕ чăх-чĕпрен, хур-кăвакалран, вĕсен каяшĕсемпе вараланнă тăпраран, лайăх пиçсе çитмен ашран, çăмартаран, таса мар сывлăшран ерме пултарать. Çакна шута илсе чăх-чĕп усракансен, вĕсен ашĕпе, çăмартипе усă куракансен санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмалла – алăсене супăньпе çумалла.

Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсем вируспа сиенленнине çак паллăсенчен пĕлме пулать: пуçĕсене унталла-кунталла çавăраççĕ, мăйĕсем пĕкрĕлеççĕ, çынран хăрами пулаççĕ, урисем, хырăм айĕсем, киккирикĕсем шыçăнаççĕ, хуралса каяççĕ, ÿт температури ÿсет, сăмсинчен шĕвек юхать, куçĕсем пÿрленеççĕ, тепĕр чухне куç хупанкисем çыпăçсах лараççĕ. Ватă чăхсем чире йывăртарах ирттереççĕ, вилеççĕ те. Хур-кăвакалсем шывра ункă евĕр çаврăнаççĕ.

Хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан – чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансенчен килет. Чир ан тухтăр, унран пысăк сиен курас мар тесен чире хирĕç тăмалли йĕркесене пăхăнмалла. Килти кайăк-кĕшĕке сарайсенче е ятарласа тунă пÿлĕмсенче усрамалла, вĕсен стенисем сеткăран, тăрри шыв яман материалтан пулмалла. Вĕсене çитермелли апата, унта урăх нимĕнле вĕçен кайăк та вĕçсе ан кĕрейтĕр тесе, шыв кĕмен савăтсенче упрамалла. Тĕрлĕрен обществăлла апатлану вырăнĕсенчен илсе килнĕ апат юлашкисене чăх-чĕпе, выльăха пĕçермесĕр çитермелле мар.

Чăх-чĕп, хур-кăвакал аш-какайне, çăмартана ятарлă лавккасенчен, пасартан туяннă чухне сутуçăсенчен ветеринари докуменчĕсем пуррипе çуккине ыйтма ан ÿркенĕр. Чăх-чĕп, хур-кăвакал какайне 1 сехетрен, чăх çăмартине 10 минутран кая мар пĕçернĕ хыççăн анчах усă курмалла. Чĕрĕ кайăк-кĕшĕке, хур-кăвакала кÿршĕллĕ е ют районсемпе республикăсенчен ветеринари специалисчĕсемпе калаçса татăлмасăр илсе килмелле мар. Кăнтăр енчен вĕçсе килекен вĕçен кайăксене пĕтĕм меслетсемпе усă курса ял, кÿлĕсемпе пĕвесен çывăхне лартмалла мар. Вилнĕ чăх-чĕп, хур-кăвакал виллисене тупсан çара алăпа тытасран асăрханăр. Çакăн пирки çийĕнчех патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Май пулсан Елчĕкри ветеринари станцине 2-56-42, 2-55-32 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

И.МАКАРОВА,
районти ветстанцин начальникĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code