Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

ГТО

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексĕн хĕллехи фестивалĕ старт илнĕ.

Унта республикăри 18 çултан пуçласа 64 çула çитнĕ çынсем хутшăнма пултараççĕ, çавна май user.gto.ru сайтра регистрациленмелле.

ГТОн У1-Х пусăмĕсен представителĕсен тĕрĕслевĕ – йĕлтĕрпе чупасси. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе тата кубоксемпе чыслаççĕ.

Кире пуканĕ

йăтассипе Канаш хулинче шкул ачисемпе çамрăксен республикăри первенстви иртнĕ.

Ăмăртура пирĕн ентешсене ăннă – Курнавăш, Елчĕк, Аслă Таяпа шкулĕсенчи атлетсенчен йĕркеленĕ команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Уйрăм ÿсĕмсенче тата виçе категорийĕсенче Дарья Петровăпа /Елчĕк/ Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/ 1-мĕш вырăн йышăннă. Призерсен йышĕнче – Полина Афанасьева, Ангелина Иванова, Камилла Николаева /Курнавăш/ тата Кирилл Сергеев /Аслă Таяпа/.

Шупашкар чемпионĕ

Аслă Елчĕкри Алексей Мешков спортра çĕнĕ çын мар: республикăри чемпионатсенче пауэрлифтинг енĕпе икĕ хутчен çĕнтерсе 1-мĕш разряд нормативне тултарнă.

Елчĕкри почтамт операторĕ хальхинче Шупашкар хула турнирĕнче пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма пултарнă. Вăл 66 килограма çитичченхи виçере ăмăртса 107 кг штангăна выртса кăкăр çинчен /жим/ тĕртнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code