Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи лайăххисене палăртнă

Чи лайăххисене палăртнă

2005 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе çулсерен йĕркелекен, тĕрлĕ номинаципе иртнĕ смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Социаллă сферăри учрежденисем хушшинчи тупăшура Çĕрпÿ районĕнчи 7-мĕш номерлĕ ача сачĕ /«Солнечный город»/, чечек клумбисемпе кану кĕтесĕсем йĕркелессипе Вăрнарти «Август» сывлăхпа кану паркĕ, урамсене тирпей-илем кĕртессипе Çĕрпÿ хулинчи Первомайская урам, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене симĕслентерессипе Шупашкар хулинчи Герцен урамĕнчи 4,6,8-мĕш çуртсем, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем хушшинче Етĕрне хулинчи Прохоровсен хуçалăхĕ пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çапла майпа çĕнтерÿçĕсемпе призлă вырăн йышăннисене хавхалантарма республика бюджетĕнчен 407800 тенкĕ укçа уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code