Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк ен уява хатĕрленет

Елчĕк ен уява хатĕрленет

Ноябрĕн 17-мĕшĕнче районта Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă тăваççĕ.

Район юбилейĕ умĕнхи мероприятисен программи те анлă.

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.Васильев ỹнерçĕн куравĕ уçăлать. Çак кунах «Елчĕк районĕ: иртнĕ тата хальхи вăхăт страницисем» ятпа истори фестивалĕ иртет.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăна районти поэтсемпе писательсене йыхравлаççĕ. Вĕсем «Тăван кĕтесĕм Елчĕк ен» ятпа йĕркеленĕ тĕпчев ĕçĕсен конкурсне пĕтĕмлетме, «Елчĕк ен — манăн шăпа» альбомăн презентацине ирттерме хутшăнĕç. Çак кунах «Елчĕк ен пики», «Ылтăн хачăсем» конкурссем иртĕç.

Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан сумлă мăшăрсене юбилей ячĕпе тата районпа пĕр тантăш ватăсене чыслĕç. Çак кунах Елчĕкри тĕп вулавăшра «Спорт: События и судьбы» Елчĕк районĕн спорт энциклопедийĕн презентацийĕ иртĕ.

Район çыннисене асăннă мероприятисене хастар хутшăнма ырă сунса кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code