Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх çыравĕ пирки фотоконкурс пуçланать

Халăх çыравĕ пирки фотоконкурс пуçланать

Сăн ÿкерчĕкпе халăх çыравĕ хушшинче мĕнле çыхăну пур тетĕр-и? Вĕсем иккĕшĕ те пурнăçра пулса иртсе каякан самантсене «тытса чараççĕ». Сăн ÿкерчĕк пĕр-пĕр пулăма ÿкерсе илет те ĕмĕрлĕх сыхласа хăварать, çавнашкал самант урăх пулмасть те. Халăх çыравĕ те çĕршывăн уйрăм тапхăрĕсене сăнлакан ÿкерчĕк. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн конкурсне хăвăрăн сăн ÿкерчĕксене ярса парăр. Заявкăсене июнĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсăн тĕп парни – Гран-при – 50 пин тенкĕ.

Çĕр çинчи миллионшар çын пурнăçăн кашни самантне, çеккунтне сăнлама тăрăшать, илемлĕ те интереслĕ кадрсене асăнмалăх ĕмĕрлĕх хăварма тăрăшать. Чи пахисене, çав вăхăтри кăмăла çутатаканнисене пурне те кăтартас килет. Çакна тума вара халĕ питĕ лайăх май пур: июнĕн 30-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн «Объективра çĕршыв» фотоконкурс пуçланать. Ĕçсене виçĕ номинаципе хаклаççĕ:

– «Çĕршыва Випина кăтарт» – тăван ялăн паллă та илемлĕ вырăнĕсене сăнлакан ÿкерчĕксем. Вĕсенче çыравăн талисманĕ Випин вĕçен кайăк чĕппи те пулмалла. Талисмана тĕрлĕ алă ĕçĕнче, сăрăпа ÿкерсе, костюм е цифра технологийĕсемпе усă курса ÿкерсе кăтартма юрать;

– «Йăла-йĕркене упратпăр». Çитес халăх çыравĕ пирĕн пысăк та анлă, нумай енлĕ çĕршывăн кашни кĕтесĕнче иртет. Тĕрлĕ регионсенчи халăх пурнăçне яр уççăн кăтартакан сăн ÿкерчĕксем кĕтетпĕр эпир. Наци тумĕсемпе сăнласан питĕ аван. Çавăн пекех, халăхсен апат-çимĕçĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем пуриншĕн те кăсăклă пулĕç;

– «Çемье альбомĕ». Кунта вара йăх-несĕлсен, ăрусен сăн ÿкерчĕкĕсем пулмалла.

Кашни ĕçе кĕскен ăнлантарса çырмалла тата хăш номинацие янине кăтартмала.

Конкурса 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Малтан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче /strana2020.ru/ çырăнмалла, ятарлă анкетăна тултармалла. Унтах конкурс ĕçне вырнаçтарнине кăтартмалла. Условисем тăрăх, сăн ÿкерчĕксене инстаграмм социаллă тытăма лартмалла, @strana.ru ссылкăпа тата #фотоконкурс хештегпа палăртмалла. Аккаунта кашниех кĕрсе пăхма май пулмалла, сăн ÿкерчĕксене .png e jpeg форматлă тумалла.Пĕр конкурсантран виçĕ ĕçрен ытла йышăнмаççĕ. Заявкăсене сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: ВПН-2020 сайтри сасăлав тăрăх тата жюри суйласа илет. Пĕрремĕш тапхăрта сайтра çырăннă кашни çын килĕшнĕ сăн ÿкерчĕкшĕн хăйĕн сассине пама пултарать. «Килĕшет» паллăсем балсем шутланаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта жюри членĕсем чи лайăх ĕçсене суйласа илеççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнче тата социаллă тытăмсенчи официаллă страницисенче октябрĕн 15-мĕшĕччен кая юлмасăр пичетлеççĕ.

Кашни номинацире виçшер преми: 25000, 15000 тата 10000 тенкĕ. Вăл шута налук сумми те кĕрет. Жюри фотоконкурсăн Гран-прине – 50 пин тенкĕ – чи ăнăçлă ĕçшĕн парĕ. Унсăр пуçне, çĕнтерÿçĕсене премие çĕнсе илнине çирĕплетсе электронлă дипломсем ярса параççĕ.

«Объективра çĕршыв» фотоконкурсăн условийĕсене çырав сайтĕнче тата социаллă тытăмсенчи официаллă страницăсенче тупма пулать е photo@strana2020.ru электронлă почтăпа ыйтса пĕлме юрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code