Эрех пĕрмаях ĕçсен алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăшĕ-пĕрин вара вăл уйрăмах хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ çакăнпах аптăранă пулсан, ачисем те унпа чирлеме пултараççĕ. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕ хăвăртрах пуçланать тата йывăртарах иртет.
Алкоголизм виçĕ тапхăрпа аталанать. Пĕрремĕшĕнче ĕçнĕ кунсем нумайлансах пыраççĕ, «симĕс çĕлен» виçи те ỹссех пырать. Пуçра тĕп шухăш — эрех ĕçес килни малти вырăна тухать. Кулленхи пĕчĕк сыпкăмсем пысăк нуша патне илсе пырасси куç кĕретех.
Иккĕмĕш тапхăр — этеме мухмăр аптăратма пуçлани. Ирхине пуçĕ çурăлса тухассăн ыратсан пырне каллех усал шĕвекпе йĕпетес килет унăн. Асăннă «процедура» эрнене, уйăха тăсăлать.
Алкоголизм юлашки тапхăра куçнă май çын пачах улшăнать: вăл — эрех чури. Шел пулин те, 1-2-мĕш тапхăрсенче темле нумай ĕçсен те хăйне чирлĕ тесе шухăшламасть-ха, унăн сипленес тĕллев те çук. Вăл кирек хăçан та чарăнма пултаратăп тесе шутлать.
Сывлăха эрех-сăра «аллине» панине пĕлтерет ку. Алкоголь, пирваях, пĕвере сиенлет. Пĕвер циррозĕ — çынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри. Çав хушăрах чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе вилекен чылай. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ.
Енчен те ĕçкĕçĕ усал шĕвеке «пуç çапма» пăрахаймасть пулсан специалистран пулăшу ыйтмалла. Елчĕкри тĕп больницăри поликлиникăн 6-мĕш кабинетĕнче тивĕçлĕ пулăшу пама яланах хатĕр.
Рената ШАКОВА,
психиатр-нарколог.

