Яланхи пекех Республика кунне уявламалли тĕп вырăн Шупашкарти Хĕрлĕ площадь пулса тăнă. Унта çĕршыври «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕн гала-концерчĕ, «Русь мастеровая» декоративлă-прикладнăй искусство ăстисен конкурсĕн çĕнтерỹçисене чыслани иртнĕ.
Чăваш Ен яланах пĕрлехи шăпапа пĕрлешнĕ тĕрлĕ наци çыннисем пурăнакан, ырă ĕçсем тăвакан территори пулса тăнă, халĕ те çаплах. Ку пирĕн арканми тĕрев, вăй. Кăçал Пĕтĕм Раççейри халăх ăстисен «Русь мастеровая» конкурсĕн хисеплĕ наградине Вологда облаçĕнчи Великий Устюг хулинчи Раççей халăх мастерĕ Наталья Жидяк тивĕçнĕ. Республика кунĕн культура программине премьера кĕнĕ: Чăваш патшалăх филармонийĕн артисчĕсем регион ертỹçин грантне çĕнсе илнĕ май «Чăваш Енĕн янравлă аваллăхĕ» спектакль фрагментне шăрантарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Кỹкеçре (Республика кунĕ Шупашкар округĕнче те иртнĕ) спорт стадионне уçнă çĕре те хутшăннă. Икĕ пин тăваткал метр ытла лаптăкра футбол уйĕ, чупмалли çулсем, воркаут зони, тренажерсем, куракансем валли трибунăсем йĕркеленĕ. Халĕ унта футбол турнирĕсемпе тĕрлĕ ăмăртусем ирттерме май пур. Олег Алексеевич округ халăхне тăван тăрăха çĕнетес ĕçе хастар хутшăннăшăн тав тунă. Вăл çĕнĕ объектсем уçни муниципалитетсене çĕнĕ сывлăш панине палăртнă, вырăнти «Ротор» футбол командине символла парне — футбол мечĕкĕсем панă. Ĕçлĕ çул çỹревпе килĕшỹллĕн ертỹçĕ реконструкци хыççăн уçăлнă «Бичурин и современность» музея çитсе курнă. Республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 13,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Халĕ музей лаптăкĕн калăпăшĕ 157 тăваткал метра çитнĕ. Анлă экспозици залĕ йĕркеленĕ, фонд управне анлăлатнă. Кăçал музей «Çемье» наци проекчĕн «Çемье хаклăхĕсемпе культура инфратытăмĕ» программипе килĕшỹллĕн техника тĕлĕшĕнчен çĕнетме 8,5 млн тенкĕ илнĕ.
Шупашкар муниципаллă округĕ кăçал тĕп наци уявĕн — Пĕтĕм чăваш Акатуйĕн площадки пулса тăнă.
Республикăри «Эпĕ — çĕнĕ пин çуллăх хĕрарăмĕ» форум Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ. 1500 ытлан хутшăннă унта. Унăн ĕçлĕ пайĕ июнĕн 20-мĕшĕнче Чăваш драма театрĕнче пулнă. «Хальхи тĕнчери хĕрарăм ролĕ» дискуссие федераци эксперчĕсем хутшăннă, вĕсен хушшинче телеертỹçĕ, Пĕтĕм Раççейри «Раççей хĕрарăмĕсен Союзĕ» обществăпа патшалăх организацийĕн председателĕ Мария Ситтель, Раççейри «Пĕлỹ» обществăн лекторĕ, Любовь Розенберг психолог. Мероприятие хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикинчи «Чăваш хĕрарăмĕсен Союзĕ» общество организацийĕн председателĕ Наталья Николаева саламланă…
Республика кунне паллă тăвассинче Елчĕксем те хăйсен тỹпине хывнă. Июнĕн 22-26-мĕшĕсенче тĕп хулари «Пехет» агромаркетра ялсенчи пултарулăх коллективĕсем халăха юрă-ташăпа савăнтарнă, ăсталăх класĕсем, куравсем йĕркеленĕ, вырăнти апат-çимĕçе сĕннĕ. Тĕп кун, июнĕн 24-мĕшĕнче, хула çыннисем Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил» ушкăнсен, «Икĕ тус» дуэтăн, çавăн пекех Егор Матвиевский музыкантăн пултарулăхĕпе киленнĕ. Ольга Петровăпа Ольга Дружинина ăстаçăсен мастер-класĕнче те татăлман çынсем. Илья Григорьев, Александр Викторов хатĕрленĕ-çитĕнтернĕ продукцие туянмасăр епле тата?

