Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыравçăсен хăйсен шарфĕ, портфелĕ

Çыравçăсен хăйсен шарфĕ, портфелĕ

2020 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе çыхăннă мероприятисене йĕркелессине республикăра, районта анлăн пуçарса янă.

Чăвашстат специалисчĕсем çыравçăсене вĕсен тумтирĕнчен те çăмăллăнах уйăрса илме пулнине пĕлтереççĕ. Çыравçăсене «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020» тесе çырса хунă хĕрлĕ-кăвак шарфпа тата сумкăпа /унта «Росстат» тенĕ/ тивĕçтереççĕ. Вĕсене усă курмалли ĕç хатĕрĕсене те Чăваш Ене илсе çитернĕ ĕнтĕ.

Аса илтеретпĕр, халăх çыравĕ çитес çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртет. Ăна ирттерес тĕлĕшпе районта комисси туса хунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code