Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Преступленисен шучĕ чакнă

Преступленисен шучĕ чакнă

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Унта территори пайĕсен пуçлăхĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 41 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа округри полици пайĕн начальникĕ Илнур Минигалиев тухса калаçрĕ. Хăй ертсе пыракан пайăн кăçалхи 6 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ тата округри оперативлă лару-тăру пирки отчет туса пачĕ Илнур Шеукетович. Çур çулта преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3 тĕслĕх (5,7 процент) чакнă, пурĕ 50 преступлени регистрациленĕ. Вĕсене уçса параслăх 91,1 процентпа танлашнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 88 процент). Чакнă преступленисен шутĕнче ют пурлăха вăрлассипе, вĕлерессипе хăратнипе, çаратнипе тата улталаса укçа-тенкĕ вăрлассипе çыхăннă тата вăтам преступленисем. Ỹсĕрле тунă, маларах преступлени çулĕ çине тăнисем, ĕçлеменнисем тунă преступленисен шучĕ те чакнă. Уйрăмах йывăр преступленисем пулман, çул çитменнисем те преступлени туман.

Малалла депутатсем муниципалитет служащийĕсене хавхалантармалли, çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче муниципалитет должноçĕсене йышăнакан граждансене хавхалантармалли енсемпе усă курмалли йĕркесене, ялсенчи старостăсем пирки калакан Положение çирĕплетрĕç, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç тата пăрахăçларĕç. Йышăну проекчĕсемпе округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ Татьяна Филимонова паллаштарчĕç.

Ларура ытти тĕрлĕ ыйтупа пĕрле награда материалĕсене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code