Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăçсем ăмăртнă

Пулăçсем ăмăртнă

«Чи пысăк пулă тытакан пулăç» номинацире çĕнтернĕ Николай Петров.

Пирĕн районта сахал мар пулăç пурăнать. Çакна çулсеренех иртекен пулăçсен ăмăртăвĕсене халăх йышлă пуçтарăннинчен курма пулать.

Р.В.Соловьев судьяна /вăл пулă тытма кăмăлланă/ асăнса Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче кăçал пулăçсен 13-мĕш турнирĕ иртнĕ. Ăна Родион Васильевичăн ывăлĕ Александрпа унăн тусĕ Сергей Пчелов йĕркелесе пыраççĕ.

Виçшер çынран тăракан 22 команда çак кун тĕрлĕ конкурсра тĕрĕсленнĕ. «Чи нумай пулă тытакансем» номинацире «Патреккел» команда /Н.Петров, В.Доброхотов, В.Миллин/ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак номинацирех «Çăрттан» /А.Семенов, А.Ишмуратов, Е.Афанасьев/ – иккĕмĕш, «Щукари» /С.Емельянов, А.Марков, В.Семенов/ виççĕмĕш вырăнсене тухнă. «Чи пысăк пулă тытакан» номинацире Н.Петров, «Пăра чи малтан шăтаракан» – Н.Елимов, «Чи вăр-вар пулăç» В.Муллин, «Чи ăнăçуллă пулăç» О.Архилин, «Пулăç-пике» – А.Зиновьева, «Чи ăслă пулăç» – Н.Афанасьев, «Чи пĕчĕк пулă тытакан пулăç» номинацире С.Муллин çĕнтернĕ.

Çĕнтерÿçĕ-пулăçсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă. Вĕсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Сăмах май, Леонард Васильевич чунĕпе хăй те пулăç. Салам сăмахĕсем çумне Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров та хутшăннă. Асăннă ял тăрăхĕн культура, администраци ĕçченĕсем пулăçсене техĕмлĕ пулă шÿрпипе тата тутлă чейпе сăйланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code