Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вак-тĕвек ыйту çук

Вак-тĕвек ыйту çук

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун – февралĕн 1-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашнехи тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ.

Вырсарникун çĕрĕпех çил-тăман алхаснă. Çакна шута илсе Леонард Васильевич, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сÿтсе явма тытăниччен, районти çулсем çинчи лару-тăрупа кăсăкланчĕ. «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕшĕн – Вячеслав Сядуковшăн район администрацийĕн пуçлăхĕ чи малтан хăйĕнчен çапла ыйтни кĕтменлĕх пулмарĕ. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çул-йĕр ĕçченĕсен тăтăшах юрпа «тупăшма» тивнĕрен, шкул автобусĕсем çÿрекен маршрутсене чăрмавсăр çула тухма майсем туса парассишĕн, ытти автомобиль çулĕсене пăхса-асăрхаса тăрассишĕн те çул-йĕр ĕçченĕсен расна тимлĕх уйăрма тиветех. Вячеслав Васильевич район территорийĕнчи мĕн пур автомобиль çул çыхăнăвне хальхинче те тивĕçлипе йĕркелеме пултарни çинчен хыпарларĕ. Чăннипех, çул-йĕр ĕçченĕсен халĕ канăçлă вăхăт çукпа пĕрех. Çынсем ыйхăран вăраниччен çулсене юртан хырса тасатма ĕлкĕреççĕ вĕсем. Апла пулин те хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче çак ыйтăва çав-çавах татса парайман. Аса илме кăмăллах мар, çавах хальхинче те хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе /юрпа тулнă урамсенчи çулсене уçасси пирки/ ÿпкевлĕ сăмахсем пулчĕçех.

Шăматкун Елчĕкре пурăннă хисеплĕ çын, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Родион Соловьева асăнса пулăçсен районти ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта хутшăнма та вăхăтне тупнă Леонард Левый мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнăшăн Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне – Валерий Петрова уйрăммăн ятран палăртса, ял администрацийĕн специалисчĕсемпе вырăнти культура ĕçченĕсене, вĕсемпе пĕрле ытти пуçаруллă çынсене те тав турĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ январĕн 26-мĕшĕнче Тăвай районĕн никĕсĕ çинче пулса иртнĕ муниципаллă районсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕнче сÿтсе явнă ыйтусем тавра чарăнса тăмасăр та иртме пултараймарĕ. Унта, тĕпрен илсен, «Чăваш Республикинчи яллă территорисене комплекслă аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлени çинчен ытларах калаçнă. Пĕтĕмлетсе калас пулсан, бюджет укçи-тенкипе усă курса хута яма палăртакан çул-йĕрпе çурт-йĕр строительствинче татса памалли ыйтусем сахал мар. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен кăçалхи черетлĕ Пĕтĕм Раççейри «Лучшая муниципальная практика» конкурсăн /вăл 5 номинаципе иртет/ регионри тапхăрне хутшăнма та хатĕрленмелле. Аса илер, иртнĕ çул Елчĕк ял тăрăхĕ асăннă конкурсра тупăшнă, икĕ номинаципе малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнăччĕ.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина 2020 çулхи финанс çулĕнче ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн тĕп кăтартăвĕсем, Елчĕк районĕнчи нумай функциллĕ центр директорĕ Людмила Викторова халăха патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçлени çинчен чарăнса тăчĕç.

Канашлура хускатнă ытти ыйтусем те вак-тĕвек мар – пĕлтерĕшлĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code